Кÿлçырма ялĕ 225 çул тултарнă май
Юратнă ялăм — Кÿлçырма — Ыр Трак енри çăтмах кĕтесĕ Çут пурнăç кÿнĕ сăпкунта Ачашласа-савса ÿстертĕн.
Çутçи те Хапăс, Мăн урам, Атте-аннен сăпайлă килĕ, Йăмраллă çыр, пĕве, вăрман — Нихçан асран тухми ăш пиллĕ.
Вĕрентрĕн тĕрĕссĕн пурнма, Ĕмĕтленсе чиперленмешкĕн, Тĕллевлĕ шухăш-кăмăлпа Пуласлăха шанса кĕтмешкĕн.
Ытарайми ыр Кÿлçырма — Атте-анне суйланă ялăм! Пурнсам, телей кÿр халăхна, Кун-çул тĕрекĕ эс, вăй-халăм.
Тавах сана, эс — чун ăшши, Йăваш, сăваплă та сăпайлă, Илем тĕнчи, чĕре таппи, Черченкĕ, çепĕç те хăватлă.
|