Пайра миçе материал: 538 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 201-205 Страницăсем: « 1 2 ... 39 40 41 42 43 ... 107 108 »
Çĕнĕ Выççăлккăри В. В. Матвеевана çуралнă кунĕ ячĕпе Чăн телей — аппа пур манăн, Ун çуралнă кун паян. Ырлăхне епле-ха манăн, Асран тухмĕ вăл нихçан. Ферма тени шеллемерĕ, Аннене те çăтрĕ вăл. Кил-йыша аппа çĕклерĕ— Ăçтан тухрĕ тульккăш вăй. Кил-çуртра чупатпăр шавлăн Пилĕк чун — шăпăрлансем. Ĕçĕ-пуçĕ, эх, мĕн калăн — Пымаллахчĕ ĕлкĕрсе. Кăмака чĕртсе яратчĕ, Вутă çукчĕ, улăмпа. Кермен-пÿрте ăшăтатчĕ Ыррине шанса чунпа. Урайне пĕрле çăватпăр — Пурăннă эпир таса. Колхозра та вăй хуратпăр Чунтан-вартан тăрăшса. Яланах аппа çăлатчĕ Пире шух чунлисенчен. Анне евĕр йăпататчĕ Мăн çула хăй тухиччен. Сахал мар эп астăватăп Хам ачалăхăм çинчен. Аппапа çыхăнтаратăп Ыррине Чатук енче. Тавта пуç сана, аппаçăм, Хăв пурришĕн пысăк тав. Хам ятран сана каласшăн: Чыс-хисеп сана, мухтав! Юман евĕр нумай пурăн, Сывлăх пултăр иксĕлми. Шăпунта ят-çăлтăр тупрăн, Эппин çунтăр вăл сÿнми!
Ялтан тухса каймарĕ вăл. Уй хапхи çумĕнчи пĕччен пурăнакан Хĕветÿç патне кĕчĕ. Хĕветÿç Куçма Иванчпа пĕр вăхăталлискерех. Качча каймасăр пĕр ывăл çуратрĕ те... Пĕлтĕр ывăлĕ ачи-пăчи мĕнĕпех курма килсеччĕ. Таçта Çĕпĕрте пурăнать тет-и? Унччен пырса çÿременрен Куçма Иванч кĕтмен çĕртен килсе кĕни Хĕветÿçе тĕлĕнтерчĕ. — Хулана кайма тухрăн-им, Куçма Иванч?— интересленчĕ вăл. — Хули мĕнĕ...— хуравларĕ Куçма Иванч. — Пысăк уяв ман паян. — Мĕн уяв-ши тата? — Юратса пăрахрăм эп сана, Хĕветÿç. — Ватсупнă. Хулпуççи çине чечеклĕ тутăр уртнă, çÿçĕ тĕл-тĕл кăвакарнă, тулли мар вăтам пÿ-силлĕ, "юрататăп” сăмаха тахçантанпа кĕтсе тунсăхланă хĕрарăм çак сăмаха сăнласа пама май çук темле ăшă туйăмпа каласа хучĕ. Куçма Иванч кушăрканă аллипе Хĕветÿçе пилĕкĕнчен тытрĕ. Лешĕ çат! çапрĕ. Куçма Иванч нимле мар пулса кайрĕ. Кайма хатĕрленчĕ. — Каятăн та-им? — ыйтрĕ Хĕветÿç. Вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç. Тутисенче ăшă кулă палăрчĕ.
Тюмень тăрăхĕнче тĕпленнĕ ентешĕмĕрсене асра тытса Килсен Тюмень тăрăхне Куртăм Çĕпĕр илемне. Тинкерсе ентешсене — Туйрăм пурнăç хÿхĕмне. Ярковăпа Тюменьре Тата Анат Тавдара Ăс-тăн пухнă чăвашсем, Яла сăн кĕртекенсем. Тура шывĕ вăйĕпе, Тулăх çĕр сĕткенĕпе Çунат сарчĕç ку ялта, Çĕнсе илчĕç ыр ята! Йăван Эрхипч Мамçара, Вăй хуратчĕ колхозра. Тăрăшрĕ бригадирта, Мухтанă ăна ялта. Ывăлĕ, Толя ятли, Тюменьре халь чи сумли! Ертсе пырать пĕрлĕхе, Йышпа тупать пĕр чĕлхе. Володя — пасар хуçи, Пур ялан алра укçи. Кулленхи тăкаксене — Йăлтах илчĕ хăй çине. Виçĕ пасар Тюменьре, Пĕринчен тепри хитре. Тĕлĕнтерчĕ вăл пире, Манас çук тек ĕмĕрне! Ашшĕ пурнать Вăрмарта Михайлов хушаматпа. Алли-ури пит ăста, Мухтанать вăл ывăлпа. Наукăсен ăсчахне, Медицина докторне, Микулай Володине Пĕлмен çын çук Тюменьре! Мухтанатпăр санпала, Шеллеместĕн вăй-хална. Баранов хушаматпа, Çывăх, эс, наукăпа. Аçу Хĕрлĕ Чутайран Куçса килнĕ Тюмене. Тăван тăрăх сан Турхан — Çитсе кур несĕлсене. Еккĕм Раманч Петĕрне, Полици полковникне, Халь пулсан та запасра, Асрах тытаç Мамçара. Академи вăл пĕтернĕ, Ăсран çивĕч пир(ĕ)н ентеш. Чăвашра та Тюменьре, Пурăнать вăл хисепре. Савăнатпăр вĕсемпе, Хаклă çыннăмăрсемпе. Сывлăх пултăр ĕмĕре, Пурăнар ялан пĕрле! Чÿк, 2012. Тюмень — Красноармейски.
(Шÿт) Хам сăвăçран çÿрет ман ятăм Хаçат-журнал картишĕнче. Таçта кайсассăн та туятăн — Çил шăхăрать кĕсьесенче. Чăн-чăн уяв сăвăç-этемшĕн Тухсассăн сăвă çын умне. Тĕлĕнмелле ман сăвă темшĕн Каять ытла та-çке йÿне. Выçмастăп эп. Кăçал туянтăм Кивçен илсех шур качака. Пĕр выльăх пур ман хама ятăн — Сĕтне парать пĕрер курка.
Ачаш, лăпкă чунлă сăра Чĕнет кашнинех чăмăра. Пурнатпăр çапла савăшса, Йăваш шĕвеке хăнăхса. Çынна тĕп тăвать çав эрех, Ăнланăр çакна иртерех. Кайсассăн çак чир вăраха Юлать тус-тăван тăлăха. Хаяр та çиллес аншарли, Ултавлă, чее ун алли. Ăна вăхăтра хуçмасан Хăвна вăл пăвать мăюнтан. Йÿç тĕтĕмлĕ, шăршлă тапак, Чĕлхи камшăн ырă, пылак. Кĕрсе вырнаçсассăн ăша Йăлтах тĕп тăвать, апăрша.
Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88
Статистика
<img src='http://top.chuvash.org/cgi-bin/i.cgi?a=ins&id=27' width='1' height='1' border='0'>
<a href='http://top.chuvash.org/27' target='_top'><img src='http://img.chuvash.org/0/27.gif' width='88'
height='31' border='0' alt='Top.Chuvash.Org'></a>
<a target="_top" href="http://top.mail.ru/jump?from=1779261">
<img src="http://d6.c2.bb.a1.top.mail.ru/counter?js=na;id=1779261;t=137"
height="40" width="88" border="0" alt="Рейтинг@Mail.ru"></a>
Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0
!--