|
Асăрханăр
Ачаш, лăпкă чунлă сăра Чĕнет кашнинех чăмăра. Пурнатпăр çапла савăшса, Йăваш шĕвеке хăнăхса.
Çынна тĕп тăвать çав эрех, Ăнланăр çакна иртерех. Кайсассăн çак чир вăраха Юлать тус-тăван тăлăха.
Хаяр та çиллес аншарли, Ултавлă, чее ун алли. Ăна вăхăтра хуçмасан Хăвна вăл пăвать мăюнтан.
Йÿç тĕтĕмлĕ, шăршлă тапак, Чĕлхи камшăн ырă, пылак. Кĕрсе вырнаçсассăн ăша Йăлтах тĕп тăвать, апăрша.
| Категори: Леонид Антонов пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (12.11.2012)
| Автор: Леонид Антонов
| Миçе çын вуланă: 301
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|