|
Аппаçăма
Çĕнĕ Выççăлккăри В. В. Матвеевана çуралнă кунĕ ячĕпе
Чăн телей — аппа пур манăн, Ун çуралнă кун паян. Ырлăхне епле-ха манăн, Асран тухмĕ вăл нихçан.
Ферма тени шеллемерĕ, Аннене те çăтрĕ вăл. Кил-йыша аппа çĕклерĕ— Ăçтан тухрĕ тульккăш вăй.
Кил-çуртра чупатпăр шавлăн Пилĕк чун — шăпăрлансем. Ĕçĕ-пуçĕ, эх, мĕн калăн — Пымаллахчĕ ĕлкĕрсе.
Кăмака чĕртсе яратчĕ, Вутă çукчĕ, улăмпа. Кермен-пÿрте ăшăтатчĕ Ыррине шанса чунпа.
Урайне пĕрле çăватпăр — Пурăннă эпир таса. Колхозра та вăй хуратпăр Чунтан-вартан тăрăшса.
Яланах аппа çăлатчĕ Пире шух чунлисенчен. Анне евĕр йăпататчĕ Мăн çула хăй тухиччен.
Сахал мар эп астăватăп Хам ачалăхăм çинчен. Аппапа çыхăнтаратăп Ыррине Чатук енче.
Тавта пуç сана, аппаçăм, Хăв пурришĕн пысăк тав. Хам ятран сана каласшăн: Чыс-хисеп сана, мухтав!
Юман евĕр нумай пурăн, Сывлăх пултăр иксĕлми. Шăпунта ят-çăлтăр тупрăн, Эппин çунтăр вăл сÿнми!
| Категори: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 (23.11.2012)
| Автор: Валентина Рудникова
| Миçе çын вуланă: 322
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|