Ялтан тухса каймарĕ вăл. Уй хапхи çумĕнчи пĕччен пурăнакан Хĕветÿç патне кĕчĕ. Хĕветÿç Куçма Иванчпа пĕр вăхăталлискерех. Качча каймасăр пĕр ывăл çуратрĕ те... Пĕлтĕр ывăлĕ ачи-пăчи мĕнĕпех курма килсеччĕ. Таçта Çĕпĕрте пурăнать тет-и? Унччен пырса çÿременрен Куçма Иванч кĕтмен çĕртен килсе кĕни Хĕветÿçе тĕлĕнтерчĕ. — Хулана кайма тухрăн-им, Куçма Иванч?— интересленчĕ вăл. — Хули мĕнĕ...— хуравларĕ Куçма Иванч. — Пысăк уяв ман паян. — Мĕн уяв-ши тата? — Юратса пăрахрăм эп сана, Хĕветÿç. — Ватсупнă. Хулпуççи çине чечеклĕ тутăр уртнă, çÿçĕ тĕл-тĕл кăвакарнă, тулли мар вăтам пÿ-силлĕ, "юрататăп” сăмаха тахçантанпа кĕтсе тунсăхланă хĕрарăм çак сăмаха сăнласа пама май çук темле ăшă туйăмпа каласа хучĕ. Куçма Иванч кушăрканă аллипе Хĕветÿçе пилĕкĕнчен тытрĕ. Лешĕ çат! çапрĕ. Куçма Иванч нимле мар пулса кайрĕ. Кайма хатĕрленчĕ. — Каятăн та-им? — ыйтрĕ Хĕветÿç. Вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç. Тутисенче ăшă кулă палăрчĕ.
|