Пĕр пуян çемьере арçын ача çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ чунтан савăннă: пĕртен пĕр ачи-çке-ха. Вĕсем ăна темиçе çул кĕтнĕ. Савăнăç тени тинех вĕсем патне те çитнĕ. Арçын ачана Савтей ят панă. Питĕ ачашласа ӳстернĕ çак ачана: мĕн ыйтни йăлтах ун умĕнче пулнă, нимрен те чару пулман. Çавăнпа та хăйне çеç юратса ӳснĕ Савтей. Никама та юратман, хĕрхенмен, пулăшман вăл, пур-çукшăнах кӳрентерме те вăтанман. «Çăкăр-тăвар хире-хирĕç», — теççĕ çав. Ку ачана хăйне те ял çыннисем килĕштерсех кайман, анчах та кун çинчен никам умĕнче те çăвар уçса каламан. Мĕншĕн тесен Савтейĕн ашшĕ ăна питĕ хӳтĕленĕ, уншăн такама та тем тума хатĕр пулнă. Çак ялтах тепĕр урам вĕçĕнче чухăн çын çемйинче Чунпи ятлă хĕр ача пурăннă. Вăл Савтей пек мар, пачах урăхла пулнă. Çын хуйхи-суйхине сăмахсăрах ăнланнă, пулăшма васканă, пурне те ырă суннă. Çынсене те, чĕр чуна та чунтанах юратнă. Хăй вăл ытарма çук чипер хĕр пулнă: яштака пӳ-силлĕ, пăхса тăранмалла мар илемлĕ пит-куçлă, кăн-кăвак куçлă, вăрăм çӳçлĕ. Пĕтĕм ял çынни ун çине ăмсанса та юратса пăхнă. Анчах та пуянсем чухăн çын хĕрĕ тĕлĕнмелле хитре пулнăшăн кĕвĕçнĕ. Пĕррехинче вăрмана çырла пуçтарма кайсассăн курайман çынсем Чунпие тапăнаççĕ, ăна вĕлересшĕн пулаççĕ. Çав вăхăтра тĕлĕнтермĕш япала пулса иртет. Усал çынсен серепине çакланнă Чунпи икĕ аллине тӳпенелле çĕклет те тем пăшăлтатса илет. Унччен те пулмасть — вун çичĕ çулхи Чунпи йăлтăркка çăлтăр пулса тӳпенелле вĕçсе хăпарса каять. Чиперккене пĕтерме шутланă çынсем тĕлĕнсе хытса пăхса тăрса юлаççĕ.
Эй, çынсем! Мĕншĕн эсир тăван çĕре юратми пултăр-ши? Сывлăш таса мар, пур çĕрте те çӳп-çап, йывăç-курăк та ешермест, чĕр чунсем те сахалланса юлчĕç. Çыннисем те салху, кичем. Мĕн тумаллине никам та пĕлмест. Вĕсем хăйсем айăплă-çке. Çак çĕр пичĕ юхăннă вăхăтра пĕр çемьере пиллĕкмĕш ывăл çуралать. Ăна Ырван ят параççĕ. Вăл ăслă та тавçăруллă ача пулнă. Асламăшĕ ăна темиçе çул каялла çĕр пичĕ еплерех илемлĕ пулнине, çынсем пуян та телейлĕ пурăннине каласа парать. Ырван вара çав илеме куçпа та курман. Каччă шутне кĕнĕ Ырван пĕррехинче сĕм çĕрле куçне темле çутă çинипе вăранса каять. Пăхать те — ун умĕнче палламан хĕрарăм тăра парать. Хăй шап-шурă кĕпепе, çӳçĕ сап-сарă. Ырвана çак хĕрарăм Турă пекех туйăнса каять. Яш каччă малтанах хăраса ӳкет. Анчах та çак хĕрарăмран темле ырăлăх тапса тăнине сиссе лăпланнă пек пулать. — Эсĕ ан хăра манран. Эпĕ — Ырă Сывлăш, Çĕрпи тесе чĕнеççĕ. Мана Усал Вăйсем петересшĕн. Тархасшăн, çăлса хăвар мана. Эсĕ çеç пулăшма пултаратăн. Мĕншĕн тесен ăслă та ырă кăмăллă çынсем çеç çĕре упраса хăварма пултараççĕ. — Эпĕ сана пулăшатăпах. Мĕнле пулăшмаллине кăна пĕлместĕп. — Санăн пĕр çăлтăр тупмалла. Вăл — Телей çăлтăрĕ. Чи малтан вара Телей хăвăлне шыраса тупмалла. Телей хăвăлĕнчи çутă çул тӳпенелле илсе каять. Эпĕ сана шанатăп. Ăнăçу пултăр! Тепре тĕл пуличчен! Çĕре мĕнле пулăшасси çинчен Ырван ирчченех шухăшласа выртрĕ. Ура çине тăрсан та пуçран шухăш каймарĕ. Ăçтан тупмалла-ха ку Телей хăвăлне? Халиччен вăл нумай кĕнеке вуласа тухнă, анчах та Телей хăвăлĕ çинчен ниçта та çырман. Тĕрлĕ шухăшпа пуçа çавăрса кун иртни те сисĕнмерĕ. Каç пулчĕ. Ырван çывăрма выртрĕ. Тутлăн тĕлĕрсе кайрĕ çеç — тĕлĕк тĕлленчĕ. Вăл сала урамĕпе пырать пек. Ун умĕнче сак çинче хĕр ача ларать пек. Вĕсем пĕр-пĕрне паллаççĕ пек. Çак хĕр ача Телей хăвăлĕн тĕлне пĕлет пек.
Ашшĕпе амăшĕн питĕ илемлĕ хĕр ача çуралнă. Ăна Чиперпи ят панă. Унăн çӳçĕ хĕвел пек сап-сарă пулнă, йăлтăртатса тăнă. Куçĕсем вара… Янкăр тăрă пĕлĕт тĕслĕ, кăн-кăвак. Тути кĕлчечек пек хĕп-хĕрлĕ. Хитре çеç мар, ĕçчен те пулнă Чиперпи. Ашшĕ-амăшне те пулăшнă, урамри ачасемпе те выляма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем хушшинче вăл чи хитри, чи ăсли, чи маттурри пулнă. Çемьере урăх ача пулман. Çавăнпа та Чиперпи пĕчченех ӳснĕ. Кил таврашĕнче йытă та, кушак та тытман. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен хĕрне куç пек сыхланă, питĕ-питĕ юратнă. Сасартăк тем пуласран сыхласах çӳренĕ. Пĕр каçхине çывăрма выртсан Чиперпин ниепле те ыйхи килмен. Пӳртĕнче тĕттĕм. Ашшĕпе амăшĕ, кунĕпе ĕçлесе ывăннăскерсем, часах çывăрса кайнă. Чиперпи ыйхă вĕçсе кайнипе урама тухса кĕме шухăшлать. Урамра тӳлек çанталăк иккен. Çӳл тӳпере çăлтăрсем выляççĕ, уçă çил вĕрсе иртет, хушăран йытă сассисем илтĕнеççĕ. Пӳрт умĕнчи сак çине ларать те Чиперпи çăлтăрсене сăнама пуçлать. Ытла та илемлĕ-çке вĕсем: пĕри тепринчен çутăрах. Çăлтăрсемпе киленсе ларнă вăхăтра тăруках ун çывăхнех пĕр çутă çăлтăр ӳксе анать. Халиччен кун пеккине курманскер, хĕр ача тĕлĕннипе хытса кайнă пек пулать. Кăшт тăрсан пăхать те – пӳрт умĕнчи улмуççи айĕнче çăлтăр йăлтăртатса выртать. Тем хушăра çăлтăртан арçын ача пулса та тăрать. Чиперпи чĕнейми пулса ларать. Кăшт сывлăш çавăрса илсен вăтанарах та тĕлĕнерех çапла ыйтать: «Эсĕ кам пулатăн ара?» — Тӳпери çăлтăр эпĕ, анчах та çĕр çине ансассăн çын пулса тăратăп, - тет тĕлĕнтермĕш каччă. — Çӳллĕ тӳпере пурăнатăн пулсан мĕншĕн çĕр çине анас терĕн вара?- кăсăкланать хĕр ача. — Эсĕ çăлтăрсем çине тинкерсе пăхнине асăрхарăм та анса курас терĕм, — хуравлать Çăлтăртей. — Питĕ илемлĕ пит-куçлă хĕр ача иккен эсĕ. — Эсĕ те питĕ илемлĕ каччă. Туссем пулăпăр эппин. Çăлтăртей тата Чиперпи! Хитре янăрать. Анчах та эсĕ ман пата мĕнле анса çӳрейĕн-ха? — Ан кулян, эпĕ çамрăк вĕт. Тата эпĕ питĕ хăвăрт вĕçетĕп. — Юрать апла.