|
Ялан пĕрле пулар
Аллă çул ытла утатпăр пĕр çулпа, Пурăнатпăр пĕрле çуралнă ялта. Ача-пăча ăшшипе ырă курса, Пĕр-пĕрне пурнăçра сыхласа.
Хĕвел тухнипе автан авăтсан, Кун йĕрки пуçланать авалтан. Çăмăл пулман пурнăçра ачаран, Уншăн эпир ĕçрен хăраман.
Кун иртет те çул иртет, Сывлăх пур чух пурăнас килет. Мăшăрăм, паян сан çуралнă кун, Çакăн пек чипер курăн ялан.
Пурнăçра чи пахи ачасен сасси, Вĕсемпе савăнса пĕрле пурнасси. Чунăм хĕпĕртет, юрă юрлар-и, Пĕр-пĕрне сывлăх сунар-и?
| Категори: Николай Ункай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (31.01.2013)
| Автор: Николай Матвеев
| Миçе çын вуланă: 365
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 2 Хăнасем 2 Юзерсем 0 |
!--
|