|
Макар мучи
Макар мучи тесе чĕнеттĕм Ялти чи сумлă ватăна. Вĕсем патне кайса çÿреттĕм, Татса параттăм вутă та.
Çурт çумĕнчи илемлĕ сачĕ Ларатчĕ капăр тумĕпе. Çуркуннепе — шур шупăрпаччĕ, Кĕрпе — сăйлатчĕ улмипе.
Сад çуммипе çырма юхатчĕ, — Илет хăват Çÿреметрен. Макар мучи мунча хутатчĕ, Шывне йăтатчĕ пĕверен.
Макар мучин хура мунчаччĕ, — Пире вăрах вăл кĕттермен. Кашни эрнеренех хутатчĕ, Хаклă вутта та хĕрхенмен.
Черечĕпе мунча хутатчĕç, Вутти-шанкийĕ çитменрен. Çÿремете вутта çÿретчĕç — Каç пулттипе е ирсерен.
Нимĕç вăрçи асаплантарчĕ, Нихçан тухмасть вăл чĕререн. Макар мучин мунча хăвачĕ Çăлса хăварчĕ инкекрен.
Тавах, мучи, хисеплĕ ватă, Сана илеймĕн ытама. Хушăмăрта эс çук пулсан та, Çырса хуратăп сан ятна.
| Категори: Гурий Дубров пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (31.01.2013)
| Автор: Гурий Дубров
| Миçе çын вуланă: 279
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|