|
Мишша пасарĕ
Тюмень хулинчи Михайловский пасарта пулнă май
Мишша пасарĕ тесе ят панă Тюменьри кермен çурта. Епле ăна тума пултарнă, Кĕрсен утан хутран-хута.
Зал варринче чечен фонтанĕ Хĕл варринче тапса тăрать. Çак илеме курсан кам манĕ? — Таса çăл куç ума тухать.
Тавраллипех лавкка — сăнатпăр, Пуян епле сентрийĕсем. Чăваш таварĕсене сутатпăр, — Тееç пире сутуçăсем.
Ертÿçĕ пирĕн пултаруллă, Ахальтен мар кермен хуçи. Эпир Вăрнарпала та туслă — Пахалăх лайăх кăлпассин.
Ентеш Володьăна ырлаççĕ: "Находка” пирĕншĕн, тесе. Пасарĕсем татах пур, теççĕ, Вĕри апат çиме чĕнсе.
Çÿлти хутра кафе-столовăй — Кăмăл пулсан ларса çиме. Ман мухтамашкăн пур сăлтавĕ — Хамăр ентеш çине çитсен.
| Категори: Гурий Дубров пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (05.03.2013)
| Автор: Гурий Дубров
| Миçе çын вуланă: 312
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|