Юлташ ман пурччĕ вăрçăра
Кулли йӑваш, ҫилли кӑра —
Виҫ ача ашшӗ.
Чӑвашчӗ ман пекех. Ялтан.
Ну, мĕн тата хушса калам —
Аван юлташчӗ.
Юлташ пулсан — пурнать салтак:
Пурри-ҫукки — пӗрле йӑлтах,
Ӑшши-сивви те!
Мана вӑл ҫӑлнӑ вилӗмрен.
Ыйтса пӗлес — вал тӳрӗрен
Калатчӗ: "Ҫитӗ!
Тӗллевӗ пирӗн — ҪЁНТЕРӲ!
Пурнас килет-ҫке мӗн тери
Пурин те пирӗн!"
А вӑрҫӑн урӑхла саккун:
Шутлать вӑл кун. Шутлать вӑл чун
Ав, каҫӑн-ирӗн.
Тӑшманӗ те хӗсет ай-ай!
Ҫухатусем... Ах тур! Нумай!
Хуллен чакатпӑр.
Сахал йышпа та хушӑран »
Тӑшман ҫине сиксе ларан...
Эпир те паттӑр!
Атакӑна ҫӗкленсенех
Юлташ сасси ҫине-ҫинех
Кӗрлет матуррӑн:
"Эй! Аслӑ Сталиншӑн! Урра!.."
Эп кӗлтӑваттӑмччӗ ТУРРА:
"Илтсемччӗ, ТУРА!
Ыйтатӑп эпӗ хамшӑн мар—
Юлташӑма ҫӑлса хӑвар!
Мана ун хыҫҫӑн...
Эп... мӗн... ҫапах та авланман,
Килте никам та ман юлман...
Вӗсем вӗт йышлӑ..."
Чӑнах та, мирлӗ вӑхӑтра
Эп ӗненместтӗмччӗ ТУРРА...
А, тен, ӗненнӗ!
Ҫапла-ши вăл ТӖНЧЕН йĕрки...
Юлташӑмран эп ун пирки
Ыйтма именнӗ.
А вăл кулатчӗ хушӑран:
"Усси.. Усси ҫав ТУРӐРАН...
Мӗн... Талисман-им?
Пӗр ТУРӐ ҫеҫ ку вӑрҫӑра:
(Ыттисене эс ан шыра)
Вӑл — Аслӑ СТАЛИН!
Вăл хӳтӗлет сана! Мана!
Ҫӑварлӑхлать ҫав тӑшмана!
Чӑн вӑй — УНРА ҫеҫ!.."
Тен, тӗрӗс те пӗр шутласан...
Ҫапах та, ТУРА, ҫырлахсам —
Ӑна упрасчӗ.
Пӗлме май ҫук ҫав ВИЛЁМЕ —
Хӑҫан килет пире илме...
Камра черечӗ?
Тьфу! Тьфу! Ӑна асӑнмасан
Ырри пулмасть, тет, нихӑҫан...
Ҫапла пуплеҫҫӗ.
Каллех приказ: "Атакӑна!"
Мӗн пулчӗ?.. Чим... Вӑл такӑкать...
Ҫук-ҫук! Ӳкмерӗ!
"Эй!.. Аслӑ СТАЛИНШӐН... Ур...ра..
Эп кӗлтӑвасшӑнччӗ ТУРРА —
Ёлкӗреймерӗм...
Юлташӑм ӳкрӗ ҫӗр ҫине...
Tvpex вилмерӗ-ха, чӗнет:
"Ӑҫта эс, СТАЛИН?..
Хӳтĕлесем хӑть ТУСӐМА...
Ку — манӑн юлашки сӑмах...
Тата... медалӗм..."
"Тӑхта, тӑванӑм!.. Тӑхтасам!..
Пурӑнмаллаччӗ вӗт-ха сан...
Тем... йӑнӑш пулчӗ..."
А вӑрҫӑн хӑйне май саккун:
Пӗр вӗҫӗмсӗр ыйтать вӑл чун:
"Тата кам юлчӗ..."
Кӗрлерӗ залп масар ҫинче...
Ытла хӑрушӑ-ҫке ТĔНЧЕ
Юлташӑм! Сансӑр!..
Таҫта... Малта-ха ҪЁНТЕРӲ...
Пурте унта ҫитӗпӗр-и —
Сукмакӗ ансӑр...
Атакӑна ҫӗкленсенех
Пӑшӑлтататӑп пӗчченех:
"Ҫавах ҫитетпӗр!"
ТУР пулӑшсан ӗнтӗ, паллах:
Кама ХРИСТОС... Кама АЛЛАХ,
Тата темтепӗр...
... Киле эп таврӑнтӑм сывах...
Вăл марччӗ манӑн тӗп сӑмах —
Ах! Пӗлеймерӗм...
Юлташ ман пурччӗ вӑрҫӑра...
Эп... кӗлтӑвасшӑнччӗ ТУРРА —
Ёлкӗреймерӗм...