Çуралатпăр çĕр çине, ÿсетпĕр Аслисен тĕпе хурса пилне. Мĕншĕнне çеç уççăн пĕлейместпĕр, Çул шырать кашнийĕ хăйĕнне.
Ăраскал пурин расна пулсан та, Пĕр тĕллев этемлĕхĕн пурах, — Юр хĕлле хăçан, епле çусан та, Пурпĕрех таçта та шап-шурах.
Тупсăмĕ, тен, çынлăх, шутласассăн, Сунасси ырри çеç пĕр-пĕрне. Кун-çула чысра-сумра тăсмашкăн, Хăварма хăй ятлă çăлтăрне!
Пурнăçăн тĕвви пулать, тен, çакă, Çут телейĕмĕр кулли-ăшши? Сăлтавне, тен, тупрăмăр та акă, Çакă мар-и çут кун-çул тĕшши?
|