|
Çĕкленчĕ шуçăм
(Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин тапхăрĕнче çуралнисене халаллатăп)
Çĕкленчĕ шуçăм, Çĕн куншăн — пуçлăх. Тĕнче илемĕ Синкер пиллемĕ.
Çĕр-шыв-аннемĕр Эс пурăн ĕмĕр! Санра — пуласлăх, Санра — малашлăх!
Ачалăх пулчĕ — Чунра йĕр юлчĕ. Сăпкамăм витĕр Çул хыврĕ Гитлер.
Пур халăх каррăн, Тăрса вăр-варрăн, Çĕкленчĕ харăс... Çĕнтерчĕ харсăр.
Çĕр-шыв хăвачĕ Каллех хăпарчĕ. Пиллерĕ ирĕк, Чуралăх, сирĕл!
Эсир хăватлă, Халь ик çунатлă. Çул-йĕр хыватпăр, Çурт-йĕр лартатпăр!
| Категори: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 (04.03.2013)
| Автор: Валентина Рудникова
| Миçе çын вуланă: 286
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|