Улăхри
çăлкуçран юхан шыв пуçланать,
Вăл
юхать, сарăлать малалла юхнăçем.
Шăнкăр-шăнкăр
сасси таврана вăратать,
Вăй
параççĕ ăна ытти пĕчĕк шывсем.
Ах! Мăн
Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Юхан
шывăм эс ман!
Ах! Мăн
Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Эс
васкатăн ялан.
Пĕрин
хыççăн тепри Шетмĕ тăрăх ялсем
Хăй
йăли-йĕркипе ларса тухнă авал.
Ман
тымарăм кунта. Кунта – манн тăвансем!
Çавăнпа маншăн
хаклă кунти кашни ял.
Ах! Мăн
Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Юхан
шывăм эс ман!
Ах! Мăн
Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Эсĕ манăн
тăван.
Шетмĕ
шывĕ юхать – Çавалпа пĕрлешет,
Çавалпа
пĕрлешсен вăл тухать Атăла.
Çан умра
манн çĕршыв! Вĕçсĕр-хĕрсĕр инçет!
Эс юхатăн
каллех малалла… Малалла…
Ах! Мăн
Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Юхан
шывăм эс ман!
Ах! Мăн
Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Тĕнчене
эс тухан.
Улăхри
çăлкуçран юхан шыв пуçланать,
Вăл
тулать, сарăлать малалла юхнăçем.
Шăнкăр-шăнкăр
сасси таврана саланать,
Вăй
параççĕ ăна ытти пĕчĕк шывсем.
Ах! Мăн
Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Юхан
шывăм эс ман!
Ах! Мăн
Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Çăлкуçна
эс ан ман…