Юнкун, 25.12.2024, 07:28
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Улăхри çăлкуçран юхан шыв пуçланать

Улăхри çăлкуçран юхан шыв пуçланать,
Вăл юхать, сарăлать малалла юхнăçем.
Шăнкăр-шăнкăр сасси таврана вăратать,
Вăй параççĕ ăна ытти пĕчĕк шывсем.
 
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Юхан шывăм эс ман!
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Эс васкатăн ялан.
 
Пĕрин хыççăн тепри Шетмĕ тăрăх ялсем
Хăй йăли-йĕркипе ларса тухнă авал.
Ман тымарăм кунта. Кунта – манн тăвансем!
Çавăнпа маншăн хаклă кунти кашни ял.
 
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Юхан шывăм эс ман!
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Эсĕ манăн тăван.
 
Шетмĕ шывĕ юхать – Çавалпа пĕрлешет,
Çавалпа пĕрлешсен вăл тухать Атăла.
Çан умра манн çĕршыв! Вĕçсĕр-хĕрсĕр инçет!
Эс юхатăн каллех малалла… Малалла…
 
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Юхан шывăм эс ман!
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Тĕнчене эс тухан.
 
Улăхри çăлкуçран юхан шыв пуçланать,
Вăл тулать, сарăлать малалла юхнăçем.
Шăнкăр-шăнкăр сасси таврана саланать,
Вăй параççĕ ăна ытти пĕчĕк шывсем.
 
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Юхан шывăм эс ман!
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Çăлкуçна эс ан ман…
Категори: Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (30.04.2013) | Автор: Н.П.Петров
Миçе çын вуланă: 307 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz