Юнкун, 06.11.2024, 20:20
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 116-120
Страницăсем: « 1 2 ... 22 23 24 25 26 ... 107 108 »

Мечĕк ÿкрĕ алăран -
Эп ун хыҫҫӑн.
Meчӗк сикрĕ алăкран -  
Эп ун хыҫҫăн.

Meчĕк кусрĕ урама -
Эп ун хыҫҫӑн.
Мечĕк кусрĕ ҫырмана -
Эп ун хыҫҫăн.

Мечĕк кусрĕ пĕвене -
Эп ун хыççăн.
Мечĕк манăн йӗпенет -
Эп ун хыҫҫӑн.

Кун каҫа чупатăп эп
Мечĕк хыҫҫăн!
Ҫук! Ыран пулмасть кун пек:
ВĂЛ - ман хыҫҫӑн!

13.02.1997
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 293 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çут тĕнче пуриншĕн те вăл ырă!
Пуранатпăр тĕрлĕ халăхсем.
Кашниннех пур савнă çĕр-шывĕ,
Пирĕншĕн - мухтавлă Чăваш ен!

Вăл пире çак пĕр йыша пуçтарнă - 
Атăлпа Сăр шывĕ тăрăхне.
Пулнă пирĕн несĕлсем мухтавлă:
Çĕр çинче хăварнă хăй йăхне!

Çав йăха эпир халь тăсаканĕ - 
Чăваш енĕн ывăль-хĕрĕсем.
Çĕнĕ Ĕмĕре çул хываканĕн
Пулмаллах мухтавлă ĕçĕсем.

Чăн ĕçре этем кăна телейлĕ!
Ăнланатпăр хамăр тивĕçе:
Пурăнасчĕ пурнăçа йĕркеллĕ,
Кашни кун ĕçлесчĕ çĕр çинче.

Уй-хирте кашлатăр тырă-пулă,
Симĕс тум тумланччăр вăрмансем.
Уявра янратăр вăйă-кулă,
Сывă ÿсчĕр пирĕн ачасем.

Юмахри пек керменсем çĕкленччĕр,
Илем кÿччĕр ял-хуласене.
Çамрăк кĕрĕм юратса пĕрлештĕр,
Хисеплеччĕр хамăр йĕркене.

Çут тĕнче пуриншĕн те вăл ырă!
Пуранатпăр тĕрлĕ халăхсем.
Кашниннех пур савнă çĕр-шывĕ,
Пирĕншĕн - мухтавлă Чăваш ен!
08.02.2000
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 307 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тăван çĕр-шывшăн пынă Аслă вăрçăра паттăррăн пуçне хунă Совет Союзĕн Геройĕ Васильев Владимир Васильевич палăкĕ умĕнче шухăша кайни

Герой пулма питĕ те йывăр!
Герой вăл - чи паттăр салтак!
Чĕри пулмалла унăн тимĕр - 
Пултартăр чăтмашкăн йăлтах!

Герой пулма питĕ те йывăр
Тăшман вăйлăрах тăк санран!
"Сыв пул, юратнă çĕр-шывăм!" 
Герой нихăçан та чакман!

Герой пулма питĕ те йывăр!
Герой ... вăйлăрах вилĕмрен!
Анчах та, тархасшан. ан тивĕр
Камсем вăл ята илеймен!

Герой пулма питĕ те йывăр!
Çич хут паттăр пул хăвăнтан - 
Ăна параканĕ - Çĕр-шывăм!
Ыйтса илейместĕн унран!

Герой пулма питĕ те йывăр!
А камшăн, тен, çăмăл та пуль...
Ун пек тăк - парсан та ан илĕр!
Хăть ĕмĕр наградăсăр пул!

Герой пулма питĕ те йывăр!
Герой пулаймасть кашниех!
"Пуласчĕ!" - тесе тем ан шырăр...
Кам тивĕç - пулать вăл хăех!

Герой пулма питĕ те йывăр!
Чăн-чăн геройла хăть пуç хур...
Васильев - Герой! Лăпкă çывăр.
Манмастпăр сана. Эсĕ пур!

Герой пулма питĕ те йывăр!
Сана, ав, пушшех йывăр, тен...
Герой пулнине хăв, Владимир,
Паян кунчченех пĕлменрен...

Герой пулма питĕ те йывăр!
Герой вăл - мĕн ĕмĕр салтак!
Ун чухлĕ чăтаймĕ, тен, тимĕр - 
А сан чăтмалла! Чăтмаллах!

Герой пулма питĕ те йывăр!
Эп халь ... ăнланатăп ăна.
Хушсассăн мана та Çĕр-шывăм...
... Вăрçийĕ ан пултăр кăна.

09.11.2001
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 348 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кĕтрĕм-кĕтрĕм пиччене - 
Вăл килмерĕ. Пӗчченех  
Ăсталарӑм хут ҫӗлен 
Эп пичче тетрадĕнчен.

Хут çĕлен! Хут çĕлен! 
Эс ҫÿле-çӳле ҫĕкленI 
Итлеместĕн тĕк мана 
Вĕҫтерместĕп эп сана!

Хут ҫĕлен вӗҫет! Вĕҫет! 
Илӗртет ӑна инçет! 
Туртăнать вăл ҫÿлеллех! 
Ҫав тери тĕлĕнмелле!

Хут çĕлен! Хут çĕлен! 
Эc çÿле-ҫӳле çĕклен! 
Пиччене курсан... вара
Каялла ан хăвӑртрах!

Ав, атте килет ĕҫрен. 
-Кур-ха! Кур-ха! Хут ҫӗлен! 
-Хӑвах турăн-и, ачам? 
Ну, кăтарт-ха, пахалам.

Хут çĕлен! Хут çĕлен! 
Эс татах ҫӳле çĕкленI 
Пичче илнĕ "иккӗне" 
Кӑтартмастпăр...аттене!

Каҫ пулать хуллен - хуллен
Хуллен9 ывӑнать ман хут çӗлен... 
Ав, выртать ҫерем ҫинче...
А килте кĕтет... пичче!

Хут çĕлен... Хут çĕлен... 
Эс мана... Ҫук... Ак çилен... 
Итлесем мана... Юрать? 
Пул каллех... каллех тетрадь...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 337 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

-Мĕн, хăратăн-и, ачам
Ҫыртасран ҫав йытӑ?
Алла ил те пёр рычак,
Çап ăна эс хытă!

Вăл вара хăех тарать 
Каялла пăхмасăр!
Е чулпа пер ҫав мура.
- Ҫук! Паратӑп сахăр!

Ачашлатăп çурăмран 
-Вăл хÿре вылятĕ.
Хăрамастăп йытӑран!
Эп... санран хăратăп.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 315 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz