Эпир
курман-илтмен çĕрсем
Хитре пек
туйăнать темме.
Килтен
кайсан
Тин
ăнланан
Тăван
кĕтесĕн тунсăхне.
Таçта
темскер çухатнă пек
Чĕре
ыйтать çине-çинех:
«Илтетĕн-и?
Илтетĕн-и
Тăван кĕтесĕн
сассине?»
Инçе
çĕрсен ытаменчен
Хăпса
тухсассăн кил енне
Васкать
этем,
Васкать
этем
Тăван
кĕтесĕн ытамне.
Ак ĕнтĕ
йăлт куç умĕнче:
Уй-хир,
çаран, вăрман-ĕшне…
Пирвайхи
пек
Куратăн
эс
Тăван
кĕтесĕн илемне.
Пире
татах чĕнен çулсем
Илсе
кайсассăн инçене
Эп манас
çук,
Эп манас
çук
Тăван
кĕтесĕн ăшшине.
|