Юхать,
юхать Мăн Шетмĕ
Хăй тупнă
йĕрĕпе.
Эпир
шкула çÿретпĕр
Мăн Шетмĕ
хĕррипе.
Кĕнекесем
вулатпăр,
Шутлатпăр
примерсем.
Тетрадь
çине çыратпăр
Тăватпăр
йăнăшсем.
Пĕр
çырать «Мĕн Шетмĕ»
Çемçелĕх
(ь) паллипе.
Тепри
пуçне чикет те
Çырать
ăна… пĕрле!
А
виççĕмĕшĕн, курăр,
Шыв ячĕ
пĕчекрен!
Çук, çук!
Пăхмастăп урăх,
Çыратăп
хам! Пĕччен!
Тен… эп
те йăнăш çырнă…
Ах!
Кам-ши тĕрĕслет…
Вулать…
Вулать учитель…
Вулать
те… Тĕлĕнет!
Эп хам та
тĕлĕнетĕп:
Мĕнле
вара çапла
Юхать…
Юхать Мăн Шетмĕ
Виç тĕрлĕ
йăнăшпа?
Юхать,
юхать Мăн Шетмĕ
Çавна
пĕлмесĕрех.
Эпир
шкула çÿретпĕр
Мăн Шетмĕ
хĕррипех.
|