Эп сана тĕл пулни икĕ çул...
Виçĕ çул... Пилĕк çул... Вунă çул...
Юратушăн ку питĕ сахал...
Тархаслатăп сана: ан çухал!
Ан çухал! Ан çухал! Ан çухал!
Ĕнтĕ эпĕ санăн мар икĕ çул...
Виçĕ çул... Пилĕк çул... Вунă çул...
Никама та сунмастăп усал...
Тархаслатăп кăна: ан çухал!
Ан çухал! Ан çухал! Ан çухал!
Манаймастăп сана икĕ çул...
Виçĕ çул... Пилĕк çул... Вунă çул...
Тен... санпа тĕл пулатпăр кăçал...
Тархаслатăп татах: ан çухал!
Ан çухал! Ан çухал! Ан çухал!
Иртсе кайрĕ татах тепĕр çул...
Виçĕ çул... Пилĕк çул... Вунă çул...
Эп тухатăп чăтмашкăн вăй-хал...
Тархаслатăп кăна: ан çухал!
Ан çухал! Ан çухал! Ан çухал!
Эс пулсан - эпĕ пур! Эсĕ ... çук!
Урăх эпĕ сана... Çук! Çук! Çук!
Тархаслатăп сана: ан çухал!
Юрататăп сана: ан çухал!
Ан çухал! Ан çухал! Ан çухал!
11.10.1993