|
Пайра миçе материал: 538 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 91-95 | Страницăсем: « 1 2 ... 17 18 19 20 21 ... 107 108 » |
Çуркуннесем çуллен килеççĕ
Кашни хăй евĕрлĕ хитре.
Çуркуннесем вĕçсе иртеççĕ
Тăрна сас панăн тÿпере.
Хĕвел куллин хĕрÿ асамĕ
Шăрантарать таса юра.
Сенкер тÿпен ачаш саламĕ
Çĕн туйăм вăратать ăшра.
Ăрша ташши вылять чĕнÿллĕн
Ял çумĕнчи сăрт çамкинче.
Мана кирлех-ши тек хĕрÿлĕх?
Çÿретĕп ял уничинче.
Пуç çийĕн тăрнасем вĕçеççĕ.
Тавах, манман тăван çĕре.
Çуркуннесем çуллен килеççĕ
Çĕн шанăç пиллесе пире.
|
Çăпата асра та çук паян.
Чун варлишĕн ют халь кĕнчеле,
Юр çинче пир шуратса курман.
Ятламастăп эпĕ мăшăра.
Кĕлетки япшар, сăнран чипер.
Çăвăнатпăр шурă мунчара,
Вăхăтпа, теетĕп, тан çÿрер.
Калаçатăп ватă мучипе,
Шур мунча çинчен юхать сăмах.
Вăл пĕлтерчĕ чун хавалĕпе:
Шурри мар, хури-çке тасарах.
|
Телее вăрлаймăн,
Çут тĕнче çавра.
Ярăнар сăпайлăн
Хăтлă сăпкара.
Ярăнар, тăванăм,
Виçене пĕлсе.
Çут тĕнчемĕр анĕ
Вĕçсĕр вăл, сиссе.
Юрату асамĕ
Илтĕр тыткăна.
Юрату асапĕ,
Ан амант чуна.
Пурнăç иртмĕ шавсăр,
Вăйă мар кун-çул.
Пултăм эп тăрлавсăр,
Ăслăрах эс пул.
|
* * * Шурă хурăн, йăрăс хурăн, Ăмсанатăп сан тумна. Пурнăçри чи çепĕç юррăн Йăпататăн ман чуна.
Юнашар эп тăрăттăм, Кăтруна ачашлăттăм. Шупăрпа вараласран Пăрăнатăп çумăнтан.
* * *
Сăнап шыва, вăл калăн тĕпсĕр, Унта ман сăн, сенкер тÿпе. Хум ташшипе вылять пĕр тĕлсĕр Хĕвел шевли вуншар тĕспе.
Май çук иккен, тинех ăнлантăм, Тăр шыв тĕпне курма нихçан. Асрах, яш чух эп улталантăм, Савни, сана пăхса куçран.
|
* * * Хĕвел каллех çÿл тÿпене тĕренчĕ. Юр айĕнчен тухать суха касси. Ирпе ирех çур çитнине пĕлтерчĕ Йăмра çинчен хура курак сасси.
Йăлт кутăнла халь, самани те урăх. Путек-качка сăрт çамкине тухмасть. Сĕлкĕш çинче çара уран, чарусăр Ача-пăча кăшкăрашса чупмасть.
Ялта ялан та ятлă çын сухаçă Паян вара çак чăнлăха пăсса, Хура çĕре манса "хастар” сухаçă Мул шыраса çÿрет тĕнче касса.
Хăй пĕрлĕхне çухатнă сумлă йышăн Куç кĕретех кĕрнеклĕхĕ чакать. Ял тамалать паян, хухать ял-йышăм. Кам хулана, кам "леш яла” каять.
* * * Сÿнмен-ха хам ята çĕкленĕ хушă, Кунпа çĕре ылмаштаратăп чух. Тем ăшă мар чуна, чунра пуш-пушă, Ватăлăхра пушшех те канăç çук.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|