|
Хĕвел каллех...
* * * Хĕвел каллех çÿл тÿпене тĕренчĕ. Юр айĕнчен тухать суха касси. Ирпе ирех çур çитнине пĕлтерчĕ Йăмра çинчен хура курак сасси.
Йăлт кутăнла халь, самани те урăх. Путек-качка сăрт çамкине тухмасть. Сĕлкĕш çинче çара уран, чарусăр Ача-пăча кăшкăрашса чупмасть.
Ялта ялан та ятлă çын сухаçă Паян вара çак чăнлăха пăсса, Хура çĕре манса "хастар” сухаçă Мул шыраса çÿрет тĕнче касса.
Хăй пĕрлĕхне çухатнă сумлă йышăн Куç кĕретех кĕрнеклĕхĕ чакать. Ял тамалать паян, хухать ял-йышăм. Кам хулана, кам "леш яла” каять.
* * * Сÿнмен-ха хам ята çĕкленĕ хушă, Кунпа çĕре ылмаштаратăп чух. Тем ăшă мар чуна, чунра пуш-пушă, Ватăлăхра пушшех те канăç çук.
| Категори: Çемен Эреш | Кам хушнă: mixaj_58 (20.08.2013)
| Автор: Николай Семенов
| Миçе çын вуланă: 393
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 2 Хăнасем 2 Юзерсем 0 |
!--
|