Юнкун, 06.11.2024, 16:17
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 96-100
Страницăсем: « 1 2 ... 18 19 20 21 22 ... 107 108 »

Ку вырăна униче тенĕ. Халĕ унчченхи уничен палли çукпа пĕрех. Аллăмĕш çулсенче çÿллĕ вышкăллă пушар деповĕ, унпа юнашарах тăват-пилĕк автомашина лартмалăх кирпĕчрен гараж турĕç. Кунтах диспетчер пÿлĕмĕ те пурччĕ. Алăкне хĕрлĕпе сăрланăччĕ. "Хĕрлĕ алăк”, — тесен, такам пĕлнĕ. Ку гараж. Лайăх астăватăп, "хĕрлĕ алăкра” "Комиссар” ятлă кино укçасăр кăтартрĕç. Халăх йышлă пухăннăччĕ. Ĕçсем граждан вăрçи вăхăтĕнче пулса иртеççĕ: хĕрлĕ армеецсен пĕр ушкăнĕ хĕлле вăрманта вутă хатĕрлет. Комиссарĕ пурттине алăран та ямасть — йывăç хыççăн йывăç касса ÿкерет. Ăçтан тульккăш тухать вăйĕ!
Эпĕ колхозри ĕç çумне ялти шкултан вĕренсе тухсанах çыпçăнтăм. Ĕç хушнă — тунă. Турткалашса тăман. Вăл кун ял варринчи пĕве çурхи шывпа татăлса каясран канавсенче юр уçрăмăр. Кайран бригадир: "Çĕньял ферминчи сурăхсене кăшлама ăвăс кирлĕ”, — терĕ. Хамăр ялтан тăватă çухрăмри вăрмана çуналлă тракторпа ăвăс касма кайрăмăр.
Малтанах юр тытатчĕ. Кăнтăрлапа ăшăтса пăрахрĕ. Утнă чухне юр путрĕ. Юр айĕнче шыв! Кăçатăсене иккĕшне те шыв витрĕ. Пăрахса каяс — ĕç кунĕ шутланмасть. Килнĕ-тĕк — ĕçлемеллех! Тарлă пуçран çĕлĕке хыврăм. Ăна сулкаласа çамрăк юман çумне кайса тайăнтăм. Турат çине чакак пырса ларчĕ. Чак-чак-чак! чакăлтатрĕ вăл. Эпĕ ăна темĕн каласшăн пултăм. Калаймарăм. Çывăхра асли пулса килнĕ вăрăм Йăван сасси янăрарĕ: "Тавай сĕтĕрĕр! Тийĕр!” Анакан хĕвел çине пăхса илтĕм. "Васкамалла!” — хыпăнтартăм хама хам. Сасартăк шухăшламан туман çĕртенех кинори комиссар сăнĕ куç умне тухрĕ. Манран вăл: "Ывăнтăн та-и?” — тесе ыйтнă пек илтĕнчĕ. "Ывăнман!” — кăшкăрса ятăм эпĕ.
Каснă ăвăс турачĕсене сĕтĕрсе, йăтса мĕн чухлĕ утмарăм-ши эп вăрманта! Тумтир шыва кĕрсе ÿкнĕ чухнехи пек йĕп-йĕпе. Пит тăрăх тар юхать. Куçа кĕрет.
Каç пулттипе хура тĕтĕм кăларса трактор яла кĕчĕ. Эп çуна çинчен анса юлтăм. Кил хушшине кĕрсессĕн тин хырăм питĕ выçнине, çип татма та вăй юлманнине туйрăм. Мана хирĕç аннепе аппа чупса тухрĕç. Пÿрте çавăтса кĕчĕç. Урасенчи кăçатăсене касса хывса илчĕç.
— Тĕлĕкре çĕрĕпех такампа калаçрăн. Темиçе хутчен те: "Ывăнман”, терĕн, — пĕлтерчĕ ирхине анне.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 383 | Author: Николай Дмитриев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.08.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

(Геннадий Сергеевич Сергеева 80 çулхи юбилейĕ ячĕпе)

Шурăм пуç ир шăранать-и
Çĕр питне ярса шевле.
Саламлать сана, Геннадий,
Çитнипе пуль юбилей.

Чыслă-сумлăн та хисеплĕн
Кун-çулу пырать шуса.
Ĕç-пуçна тăватăн тĕплĕ,
Калаçсан та юптарса.

Тăрăшан ялан ăш пиллĕн
Вăй-хăват парса пире.
Куракан итлет пит тимлĕн
Хыптарсан вут чĕрере.

Сассупа çунат хушатăн
Пит мăнаçлăн юрласа.
Рольсене те калăплатăн
Чуну витĕр кăларса.

Тăван кил пек сцена саншăн.
Вут-хĕлхем илсе çынран
Пĕр вĕçетĕн, ярăнатăн
Кăйкăрпа пулса пĕр тан.

Халăхпа эс пурăнатăн
Пайласа ун хуйхине.
Йăпанатăн, савăнатăн
Туйса çут пуласлăхне.

Ачусем ÿссе саланчĕç
Кайăк пек тĕнче тавра.
Çич енчен халь саламларĕç
Малашне шанса ырра.

"Тавта пуç, сана, — калатпăр, —
Чыс-хисеп сана, мухтав.
Эс пуртан пуль тĕнче капăр,
Панăнах сасне Мускав!”

Юлташсемĕр, тантăшсемĕр,
Ялан пултăр-и çапла.
Ят ямасăр, ĕмĕр-ĕмĕр
Пурăнар-и тăванла!
Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 340 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.08.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

 Çĕнĕ Выççăлккăри Николай Ункай сăвăçа халалласа

Эп хушма ятпа çыраттăм,
Пĕлĕр — Микулай Улай.
Эс те хăвна ят шыраттăн,
Тупрăн — Микулай Ункай.

Çĕнĕ Выççăлккă — ялу сан,
Манăн — Упи ен Янкас.
Ункăпа Çавал татуллăн
Пĕрлешсе юхаç хавас.

Çавăн пек эпир те иккĕн
Тахçанах çывăх туссем...
Ватăлмашкăн вăхăт çитнĕ —
Пурпĕрех пырар ÿссе...

Эп çĕн ят улăштарсаттăм,
Халĕ — Николай Янгер.
Эс ан улăштар, тархасшăн,
Ман пек "çылăха" ан кĕр!
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 361 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.08.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Регина иртерех вăранчĕ. Çутă çутса ячĕ те сĕтел çинчи уçă конвертпа юнашар выртакан хура-шурă сăн ÿкерчĕке илчĕ, чăп! чуп турĕ те ăна кăкăрĕ çумне тытрĕ. Çакна амăшĕ асăрхарĕ.
— Кĕтетĕн пулĕ та-ха, — терĕ.
— Кĕтетĕп. Куç пекех кĕтетĕп, анне, — хуравларĕ хĕрĕ.
— Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ, теççĕ. Кĕтех, — кăмăллă пулчĕ амăшĕ.
Ку сăн ÿкерчĕке Ваçук ярса панăччĕ. Вăл Инçет Хĕвел тухăçĕнче тинĕс çар службинче тăрать. Мĕнле кĕтсе илет-ши Регина чун савнине? Паллах, таса чунпа, юратупа!
Утмăл турат чечекĕ пек кăвак куçлă хĕре куç хывакан каччăсем пурччĕ ялта. Колхозăн тĕп бухгалтерĕ: "Регина манăн мăшăр пулас пулсан, вĕсен килĕпе хамăр кил хушшинчи çула пин тенкĕлĕх хут укçапа сарса тухатăп”, — тесе каланă сăмах та тухнăччĕ. "Чуп тунă чухне аллисене пилĕкрен аялалла яракан каччă — ырă каччă мар. Ун пеккисене çывăха та ан яр”, — тенĕччĕ амăшĕ вĕрентсе Регинăна. Ют каччăсем çине алă сулчĕ вăл. Ваçука кĕтме çех чĕре алăкне яр уçса хучĕ.
Ваçук юр çусан килчĕ. Яштака. Якорь ÿкернĕ лентăллă сăмсасăр карттуспа. Хуп-хура моряк тумĕпе. Униççе аппа ывăлĕ çине пăхать, пăхать — пăхса тăранаймасть.
— Амăшĕ, ывăла ман валли те хăвар. Атту пăхнипех çисе яратăн, — шÿтлерĕ мăшăрĕ.
Кукăль шăршиллĕ пÿрте Ваçук юлташĕсем килсе тулчĕç. Калаçрĕç, кулчĕç. Унтан ушкăнĕпех шкула ачасен концертне курма кайрĕç.
Ваçук сăмсасăр карттусне апла та, капла та лартрĕ. Хĕл сивви çав-çавах хăлха тăррисене çăтăр чĕпĕтрĕ.
— Учительсен пÿлĕмне ăшăнма кĕрĕр!— сĕнчĕç вĕсене шкулта.
— Ай-уй, хам ăшăтмасан... Шăллăма ăшăтам-ха, — пырса çупăрларĕ Ваçука Надежда Васильевна, математика учителĕ. Ăна хăлхисенчен, питĕнчен çемçе аллисемпе сăтăрчĕ. Тулли кăкăрĕ Ваçука перĕне-перĕне илчĕ. Халиччен хĕрарăм ачашлăхĕн илемне курсах кайман каччăн унччен Регинăна "юрататăп” тенĕ сăмаха халь Надежда Васильевнăна калас килчĕ. Каларĕ те.
Ялта нимĕн те пытараймăн. Надежда Васильевнăпа Ваçук çинчен тĕрлĕрен сăмах вакларĕç.
— Лайăх ĕнтĕ. Пыр та кĕр. Аслашшĕн пÿрчĕ пушах, — терĕç.
— Сăкăтран ик-виçĕ хутчен те килчĕç. Çураçмарĕ, — ÿпкелешрĕ хĕр пултăрне инкĕшĕ.
Регина чĕри çунмаллипех çунчĕ.
— Ваçук ни санăн упăшку мар. Эс те унăн арăмĕ пулман. Вăл та, эс те ирĕклĕ, — кăмăлне çемĕçтересшĕн пулчĕ хĕр тантăшĕ.
Регина темле пулсан та Ваçукпа курса калаçасшăнччĕ. Мĕн каласшăнччĕ-ши вăл ăна? Надежда Васильевна хваттерне хирĕç пурăнакан Анна карчăк патне кайрĕ.
— Ваçук унта, — пĕлсе килчĕ лешĕ.
Нумай кĕтмелле пулмарĕ. Ваçук урамри колонкăран шыв илме тухрĕ. Регина, чунне хытарса, ун патне чупнă пек пычĕ. Ăна вăл хăйне службăран ярса панă сăн ÿкерчĕке тыттарчĕ.
— Эсĕ хăв валли тупрăн пулсан, эп те хам валли тупрăм, — терĕ.
— Кама? — кăшкăрнă пек ыйтрĕ Ваçук.
Регина унран вăрт пăрăнчĕ те вĕлтĕр-вĕлтĕр юр вĕçекен урампа каялла çаврăнса пăхмасăр утрĕ. Пĕр юр пĕрчи ун пичĕ çине пырса ларчĕ, ирĕлсе тути хĕррине çитичченех йăр юхса анчĕ. Регинăшăн ку уйрăлу куççулĕ пултăрччĕ кăна.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 332 | Author: Николай Карай-Дмитриев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.08.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Н. Ершова халалласа

Эс Чĕм паратăн Сăмаха
Пулмашкăн Çĕн Сăнар.
Эс Хĕм паратăн Сăмаха —
Пулмашкăн Çĕн Кăвар.

Эс Кун паратăн Сăмаха —
Пулмашкăн Çĕн Тĕнче.
Эс ЧУН паратăн Сăмаха —
Юлмашкăн Çынсенче.

09.02.2002.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 354 | Author: Николай Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.05.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz