|
Юлташăма
Телее вăрлаймăн,
Çут тĕнче çавра.
Ярăнар сăпайлăн
Хăтлă сăпкара.
Ярăнар, тăванăм,
Виçене пĕлсе.
Çут тĕнчемĕр анĕ
Вĕçсĕр вăл, сиссе.
Юрату асамĕ
Илтĕр тыткăна.
Юрату асапĕ,
Ан амант чуна.
Пурнăç иртмĕ шавсăр,
Вăйă мар кун-çул.
Пултăм эп тăрлавсăр,
Ăслăрах эс пул.
| Категори: Леонид Антонов пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (07.11.2013)
| Автор: Леонид Антонов
| Миçе çын вуланă: 356
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 5 Хăнасем 5 Юзерсем 0 |
!--
|