|
Шур хурăн
* * * Шурă хурăн, йăрăс хурăн, Ăмсанатăп сан тумна. Пурнăçри чи çепĕç юррăн Йăпататăн ман чуна.
Юнашар эп тăрăттăм, Кăтруна ачашлăттăм. Шупăрпа вараласран Пăрăнатăп çумăнтан.
* * *
Сăнап шыва, вăл калăн тĕпсĕр, Унта ман сăн, сенкер тÿпе. Хум ташшипе вылять пĕр тĕлсĕр Хĕвел шевли вуншар тĕспе.
Май çук иккен, тинех ăнлантăм, Тăр шыв тĕпне курма нихçан. Асрах, яш чух эп улталантăм, Савни, сана пăхса куçран.
| Категори: Леонид Антонов пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (20.08.2013)
| Автор: Леонид Антонов
| Миçе çын вуланă: 399
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 2 Хăнасем 2 Юзерсем 0 |
!--
|