Вăтăр çул каялла, хĕсметре тăнă вăхăтра, Хветура аппаран çыру илтĕм. «Отпуска килсен пирĕн пата кĕрсе тухма вăхăт туп-ха, — тет. — Аçӳ-аннӳне курманни те виçĕ-тăватă çул çитет. Питĕ пуплес килет. Тăвансем вĕт эпир». Ай, вăхăт шăвать. Хветура аппана курманни, чăнах та, çĕр çул та пулĕ. Çырура тăвансем çинчен тĕплĕн пĕлтерет. Асанне вунултă ывăлпа пĕр хĕр çуратнă. Кукамайăн та ратни питĕ йышлă. Ăçтан пĕлсе çитерĕн пурне те. Хветура аппа пурне те астăвать, паллать. Кам ăçта ĕçлет, мĕнле хваттер илнĕ, ачи-пăчи мĕнле пурăнать — ним те пытарай-мăн Хветура аппаран. Хăйĕн çемйи çинчен те манса хăварман. «Эпир чиперех пурăнатпăр. Çĕнĕ хваттер илтĕмĕр. Питĕ хăтлă! Ай-яй, ваçка, ĕлĕкхипе танлаштарсан пурнăç халĕ пыл та çу. Стенка текенни ялтăртатса кăна ларать, кавирсем, телевизор та тĕрлĕ тĕспе кăтартаканни. Мĕн тери ырлăх. Эп сана вăрттăн çакна та каласшăн: мана, карчăка, ваннăй çăтмахри пекех туйăнать. Ыраш пăтри пек шăмпăлтатса анчах вырт. Мунча çинчен те манма пуçларăм. Санпа пĕрле шкула чупнă Лёнькка ывăлăм пысăк пуçлăх. Халĕ кăна арăмĕпе курортран килчĕç. Мана валли тутăр туяннă. Тутри вара — чĕнтĕрлĕ, эрешлĕ. Ай, хитре-çке. Павлово-Посадра тĕртеççĕ ун пеккисене. Ку хула ĕлĕкех тутăр тĕртсе чапа тухнă...» Отпуска утă уйăхĕнче кайма тӳр килчĕ. Анчах Хветура аппа патне часах çитеймерĕм. Вăхăчĕ те пулмарĕ: малтан анне: «Санăн отпуск пысăк», — терĕ те шăллăма пулăшмалла утă çулма ячĕ. Ялта ĕç мăй таран. Утă çулсан мунча валли, выльăх-чĕрлĕх валли милĕк хатĕрлерĕмĕр, унтан типĕтнĕ утта аслăк çине хăпартрăмăр... Хветура аппа патне отпуск вĕçнелле тин çитрĕмĕр. Савăнăçлă кĕтсе илчĕ пире кил хуçи арăмĕ. — Килĕр, килĕр, тĕпелелле иртĕр, — ăшшăн кулкаласа пире пысăк та çутă пӳлĕме илсе кĕчĕ. Хăй çийĕнчех кухньăна вĕçтерчĕ. Ăнкарма та ĕлкĕреймерĕмĕр — кĕрекене кĕрсе те лартăмăр. Сĕтел тулли аш-какай, ытти апат-çимĕç. «Сад» фирма шерпечĕ те кунтах. Сăмах хыççăн сăмах, хыпар хыççăн хыпар. Анчах тутăрĕ çинчен шăпах, пĕр сăмах тă çук. — Ара, Хветура, санăн тутăру ăçта, Лёнькка илсе килни? — ыйтрĕ анне чăтаймасăр. — Кăтарт-ха! — Эй тутри-мутри, чăнах, Матрӳн, калама çук чаплăскер пулчĕ. Ĕлĕк патша майрисем çеç çыхнă тет ун пек тутăра. Çĕр çирĕм тенкĕ тăрать те-ха. Ача-пăча мар-и? Лёнькка вăл ман ун-кун енчен ачаранах айванрахчĕ çав. Ун пек тутăра эпĕ çыхап-и вара, эй, тур-тур. Ăна мĕн, укçаллă çынна, çĕр çирĕм тенкĕ панă та — илнĕ. Укçи ĕлĕкхи тетни халĕ. Шутласа пăх-ха эс, Матрӳн, çирĕм пилĕк çул каялла вăл укçапа пĕр ĕне илнĕ те-ха. Ку тутăрпа урама тухма вăтанмалла — питĕ капăр. Кӳршĕсем тем калĕç. Хветура аппан сăмахĕ çăлкуç шывĕ пек шăнкăртатать... — Тутăрна кăтарт-ха, Хветура? — шерпет сыпнă май каллех сăмах пуçарчĕ анне. — Тутăр-и? Тутăрĕ çук çав. Суттартăм. Кăнтăр пасарĕнче... — Ан калаç-ха, Хветура. Парнене сутма юрать-и вара? Ывăлу сана юратса, савса панă пулать те, — хирĕçлерĕ анне. — Кӳренĕ тата. — Мĕн кӳренмелли пур унта, хамăн ача вĕт. Вĕсем ăна арăмĕпе сутнă та ун вырăнне кĕпе илсе килнĕ. Кĕпи вара, сире калам, тутăрĕнчен тĕ капăр. Çитмĕл тенкĕ тăрать тет. Мана чухах. Питĕ чаплăскер. Шутсăр вăйлă çурăмăр. «Сад» фирма эрехĕпех... Ара, аллă тенкĕ укçа перекетленсе юлчĕ вĕт... — Кĕпи ăçта вара? — сăмах хушрĕ манăн арăм. — Ара, кин, çавăн пек капăр кĕпепе çӳреме эпĕ сирĕн çулсенчен иртрĕм ĕнтĕ. Суттартăм... — Ак хайхи. Ни тутăр, ни кĕпе вара... — Какуй унта — ни тутăр, ни кĕпе... Лёньккăпа арăмĕ çав пасартах çăм кофта тупса илнĕ, махеровăй текеннине... Перекетленнĕ укçапа икĕ ещĕк хĕрлĕ эрех илсех çурăмăр. — Кофтине те суттармарăн пулĕ те? — терĕм эпĕ кулкаласа. — Ку хутĕнче ача-пăчана шанас темерĕм. Каллех юрăхсăр япала йăтса килесрен хăраса хамах кайса сутрăм. Парнине те хамах тупса илтĕм. Çав пасартах, киоскра. — Юрăхлă япала пулчĕ-и вара? — ыйтрĕ анне. — Питĕ юрăхлă пулчĕ, Матрӳн. Акă куратăн-и пуçри тутăра? Пĕр тенкĕ те çирĕм пус çеç тăрать. Пукранимĕр, тутăр тăк тутăр. Карчăка хăнана кайма та пырать, çӳп-çап тăкма тухма та меллĕ, килте çӳреме те. Тата, калам-ха, укçи тепĕр ещĕк хурлăхан эрехĕ валли те çитрĕ. Тавсси сана, шăллăм... Эх, çав «Сад» фирма шерпечĕ питĕ тутлă-çке!..
|