Вырсарникун, 19.05.2024, 22:19
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Пурнăç
Ганна Петровна АНДРЕВĂНА, чӑн-чӑн ВЁРЕНТЕКЕНЕ.

Камшăн пурнăç — вăйă-кулă,
Камшӑн — тӗпсӗр кӗленче. 
Камшӑн — лӑпкӑ, пӑнтӑх кӳлӗ. 
Саншӑн — тӑвӑллӑ тӗнче!

Тӑвӑлра этем вӑй-халлӑ! 
Тӑвӑлра — чёри ун вут!
Эс ҫапла пулма ҫуралнӑ! 
Лӑпкӑ пурнӑҫ саншӑн ют.

Эс утатӑн тӑвӑл витӗр 
Кунĕн-ҫӗрӗн малалла. 
Кам сана халь хуса ҫиттӗр —
Камӑн чунё тӑвӑлра!

Ҫав чуна эс ӑнланатӑн
Хӑв чунна ӑнланнӑ пек, 
Ёненӳ, вӑй-хал паратӑн ... 
Вӑл ҫавна курима пӗлет

Вӑл пӗлет: хӑш чух сана та
Шеллемеҫҫӗ тӑвăлсем.
Эс ҫавах. ҫавах утатӑн 
Ас-тӑнпа йӑлт ҫёнтерсе!

Вӑл пӗлет: ҫул-йӗр тумхахлӑ,
Тепӗр чух яка, шуҫлак .
«Ҫав ҫулпа утни —ухмахлӑх!»-
Тенине те илтрӗ ак.

Вӑл пӗлет: ун хӑйӗн ҫулӗ...
Тусӗсем... Тӑшманӗсем...
Хӑйӗн савӑнӑҫ. Куҫҫулĕ...
Туррипе шуйттанĕсем.

Вӑл пӗлет: сан пек пулаймё;
Ҫитесси сана —инҫе.
Чи кирли—пуҫа вăл таймĕ  
Тӗрӗсмарлӑх умӗнче!

Вӑл пӗрре ӳксе аманчӗ,
Ҫунчӗ ирсӗр элекре. 
Эс ӑна паратăн шанчӑк 
Ҫав асар-писерлӗхре.

Тӳрленмен-ха ун суранӗ:
Чун тени—ытла черчен!
Пурпĕр ҫӑмӑллӑх шырамӗ
Вӑл, юлсассӗн та пӗччен.

Вӑл шанать: темле пулсан та-
Ӳктӗр! Ҫунтӑр вӑл тепре!— 
Эс ӑна чунпа ӑнланӑн,
Парӑн вӑй ҫӗнме тӗпрен!

...Чунӗпе те, чӗрипе те
Вӑл тӑрать ҫав ҫул ҫинчех... 
...Камшӑн пурнӑҫ лӑпкӑ питӗ.
Камшӑн — тӑвӑллӑ тӗнче...
25.02 — 4.11.99.
Николай ПЕТРОВ
Категори: Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (22.03.2013) | Автор: Н.П.Петров
Миçе çын вуланă: 341 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz