Кĕçнерникун, 02.05.2024, 09:18
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Пĕрре çуркунне
Ку вырăна униче тенĕ. Халĕ унчченхи уничен палли çукпа пĕрех. Аллăмĕш çулсенче çÿллĕ вышкăллă пушар деповĕ, унпа юнашарах тăват-пилĕк автомашина лартмалăх кирпĕчрен гараж турĕç. Кунтах диспетчер пÿлĕмĕ те пурччĕ. Алăкне хĕрлĕпе сăрланăччĕ. "Хĕрлĕ алăк”, — тесен, такам пĕлнĕ. Ку гараж. Лайăх астăватăп, "хĕрлĕ алăкра” "Комиссар” ятлă кино укçасăр кăтартрĕç. Халăх йышлă пухăннăччĕ. Ĕçсем граждан вăрçи вăхăтĕнче пулса иртеççĕ: хĕрлĕ армеецсен пĕр ушкăнĕ хĕлле вăрманта вутă хатĕрлет. Комиссарĕ пурттине алăран та ямасть — йывăç хыççăн йывăç касса ÿкерет. Ăçтан тульккăш тухать вăйĕ!
Эпĕ колхозри ĕç çумне ялти шкултан вĕренсе тухсанах çыпçăнтăм. Ĕç хушнă — тунă. Турткалашса тăман. Вăл кун ял варринчи пĕве çурхи шывпа татăлса каясран канавсенче юр уçрăмăр. Кайран бригадир: "Çĕньял ферминчи сурăхсене кăшлама ăвăс кирлĕ”, — терĕ. Хамăр ялтан тăватă çухрăмри вăрмана çуналлă тракторпа ăвăс касма кайрăмăр.
Малтанах юр тытатчĕ. Кăнтăрлапа ăшăтса пăрахрĕ. Утнă чухне юр путрĕ. Юр айĕнче шыв! Кăçатăсене иккĕшне те шыв витрĕ. Пăрахса каяс — ĕç кунĕ шутланмасть. Килнĕ-тĕк — ĕçлемеллех! Тарлă пуçран çĕлĕке хыврăм. Ăна сулкаласа çамрăк юман çумне кайса тайăнтăм. Турат çине чакак пырса ларчĕ. Чак-чак-чак! чакăлтатрĕ вăл. Эпĕ ăна темĕн каласшăн пултăм. Калаймарăм. Çывăхра асли пулса килнĕ вăрăм Йăван сасси янăрарĕ: "Тавай сĕтĕрĕр! Тийĕр!” Анакан хĕвел çине пăхса илтĕм. "Васкамалла!” — хыпăнтартăм хама хам. Сасартăк шухăшламан туман çĕртенех кинори комиссар сăнĕ куç умне тухрĕ. Манран вăл: "Ывăнтăн та-и?” — тесе ыйтнă пек илтĕнчĕ. "Ывăнман!” — кăшкăрса ятăм эпĕ.
Каснă ăвăс турачĕсене сĕтĕрсе, йăтса мĕн чухлĕ утмарăм-ши эп вăрманта! Тумтир шыва кĕрсе ÿкнĕ чухнехи пек йĕп-йĕпе. Пит тăрăх тар юхать. Куçа кĕрет.
Каç пулттипе хура тĕтĕм кăларса трактор яла кĕчĕ. Эп çуна çинчен анса юлтăм. Кил хушшине кĕрсессĕн тин хырăм питĕ выçнине, çип татма та вăй юлманнине туйрăм. Мана хирĕç аннепе аппа чупса тухрĕç. Пÿрте çавăтса кĕчĕç. Урасенчи кăçатăсене касса хывса илчĕç.
— Тĕлĕкре çĕрĕпех такампа калаçрăн. Темиçе хутчен те: "Ывăнман”, терĕн, — пĕлтерчĕ ирхине анне.
Категори: Николай Карай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (20.08.2013) | Автор: Николай Дмитриев
Миçе çын вуланă: 359 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz