Юнкун, 18.12.2024, 19:23
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 69
Миçе материал кăтартнă: 11-15
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 ... 13 14 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Атте – Егор Анатольевич – пурăннă пулсан, 104 çул тултарнă пулĕччĕ

Эх, аттеçĕм, сан пĕлесчĕ,
Çирĕп пирĕн йăх-тымар!
Çутă тĕнчене килсемччĕ,
Ямăттăм сана вăр-вар.

Ыррăн та калаçаймарăм,
Эс васкарăн уйрăлма.
Сан умра пуçа эп тайрăм,-
Пулман сывлăх пурăнма.

Çăпата хуçма вĕрентрĕн,
Шĕшли халь те хам çумра.
Чăпта çапнă чух йĕп тиртĕм,-
Упранать вăл арчара.

Лаша та кÿлме вĕрентрĕн –
Çĕнĕ пулнă урапи.
Пирваях пĕрле çÿреттĕн –
Хăнăхрĕ алли-ури.

Пирусне туртма хушмарăн,
Те хăв вăйлă туртнăран?
Сăмахна санне итлерĕм –
Çирĕп эпĕ сывлăхран!

Аттене эп тав тăватăп,
Мана ăс-тăн панăран.
Мăнука туртма хушмастăп,
Хам кукашшĕ пулнăран.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 290 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.01.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тюмень ҫӗрӗ ҫинче ирттереҫҫӗ
Чӑваш культурны уявне.
Трак енри хӑнасем те ҫитеҫҫӗ,
Парнелеҫҫӗ хӑйсен ялавне.

Туслӑха ырласа ал пусаҫҫӗ,
Анат Тавдапа Трак енсем.
Ĕмӗр пӗрле пулма шантараҫҫӗ, 
Пӗр-пӗрне ал тытса ентешсем.

Ырлӑх-сывлӑх сунать Ҫӗпӗр халӑх 
Чун-чӗре ӑшшипе чысласа.
Яланах ҫирӗп пултӑрччӗ туслӑх,
Хӑвармастпӑр ӑна манӑҫа.

"Тӑванпа",  "Йӑмрапа" Трак енсем,
Курнӑҫрӗҫ фольклорти юрӑҫсем.
Савӑнаҫҫӗ уявра пӗрле чух,
Пӗр-пӗрне ӗмӗрне манас ҫук.

Тӑват талӑк хушши хӑна пултӑм,
Пӗрле килнӗ фольклор ушкӑнпе.
Вӑй илет Тюмене килес туртӑм,
Ҫӑмӑл мар уйрӑлма туссемпе.

Канӑҫа уяв хыҫҫӑн ҫухатрӑм,
Ҫунатланчӗҫ чунри ӗмӗтсем.
Сӑввӑмра туссене эп мухтарӑм,
Канлӗ пурнӑҫ сире, ентешсем!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 369 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.12.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çĕпĕр çĕрĕ çинче тĕпленнĕ ентешĕмĕрсене ырă сунса

Чӑваш енсем Ҫӗпӗре,
Йышлӑн килнӗ ҫӗн ҫӗре.
Ҫактӑрӑхпа киленсе,
Юлнӑ кунта тӗпленсе.

Ҫук тек пирӗн хушӑра,
Ҫӗпёре куҫланисем.
Яланах вӗсем асра
Тарӑн йӗр хӑварнисем...

Мӗтри Ваҫҫи — Пикшикрен,
Ҫӑлӑнасшӑн инкекрен,
Тухса килнӗ Ҫӗпӗре,
Ҫитнӗ Тюмень тӑрӑхне.

Ваҫли пиччен Варсунне,
Ҫӗпӗрте ҫуралнине,
Мухтама сӑлтавӗ пур,
Хисепе тивӗҫ, маттур!

Ӳкӗнмест вӑл ашшӗне,
Килнӗшӗн ҫӗн ҫӗр ҫине.
Тарӑн ячӗ тымарне, 
Ирттермешкӗн ӗмӗрне.

Канаш (чӑваш) ялӗнче,
Кермен пек кил-ҫуртӗнче,
Пурӑнать вӑл ҫемйипе,
Чуна ҫывӑх Пикшикпе.

Хуҫалӑх ертсе пырса,
Ҫӗнсе илчӗ ыр ята.
Пултӑмӑр кермен ҫуртра,
Хӑй чӗнсен Ака туя.

Ыр ятпа пурнатьУпи, 
Пархатарлӑ ун тупи.
Ҫавал шывӗ вӑйӗпе,
Ÿстерет ывӑл-хӗре.

Роман Еккӗм Елиҫҫи —
Кавир фабрикин хуҫи.
Тӗррисем вара хитре,
Тюменьре чыс-хисепре!

Чӑваш тӗнчи илемне,
Сӑнарлать кавир ҫине.
Тавах чӑваш пикине,
Ҫӗкленӗшӗн ыр ятне.

Ярковӑра пулнӑран,
Кӑмӑлӑм ҫӗкленчӗ ман.
Йышлӑн кунта ентешсем,
Яланлӑхах килнисем.

Люнькка Рози Ҫӗньялтан,
Килсе ҫитрӗ Ҫӗпӗре.
Уйрӑлмасть халь те шкултан
Ачасем-ҫке чӗрере!

Еншик Чуллӑ шкулӗнче,
Вӗрентрӗ ачасене.
Ӗҫтешӗсем хушшинче,
Тупрӗ хӑйӗн телейне.

Велижаны ялӗнче,
Пурӑнать ик ывӑльпе. 
Тус-тӑванӗ — асӗнче, —
Кӗтет ырӑ кӑмӑльпе.

Макар мучийӗн хӗрне,
Ярковӑри фермерне,
Халь пӗлеҫҫӗ Чӑвашра,
Ҫӗр ӑстийӗ вӑл, ара!

Ҫӗпӗрте тӗпленчӗ хӗр —
Пит сӗтеклӗ хура ҫӗр.
Кишӗр, кӑшман, купӑста,
Туса илет пит ӑста!

Мухтанатпӑр Евтукпа,
Аякри хурӑнташпа.
Ан хӑвар эс манӑҫа,
Пулма тӑрӑш Мамҫара.

Иван Ильич ҫӗн ҫӗре,
Куҫса килнӗ Хӗлеҫрен.
Ҫитнӗ Анат Тавдана,
Манас ҫук хастар ҫынна!

Мӑнукӗ Вова — курать
Хӑйӗн пурнӑҫ илемне.
Района ертсе пырать,
Пӗлет ҫынна итлеме!

Трак енри хӑнасене,
Кӗтсе илчӗ ҫӑкӑрпа. —
Туслӑх пытӑр ӗмӗре! —
Терӗ ӑшӑ сӑмахпа.

Ҫитсе куртӑм Ҫӗпӗре,
Куҫпа виҫрӗм туссене!
Епле сумлӑ ӗҫӗсем,
Хисепре ялан вӗсем!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 314 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.12.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çĕпĕрте тĕпленнĕ ентешĕмĕрсене халаллатăп

Раҫҫейӗн пурнӑҫӗнче,
Вун пĕрмӗш ӗмĕрӗнче,
Килнӗ кӗтмен "хӑнасем"—
Ҫуннӑ ялсем, хуласем.

            * * * 
Тюмень хулинче Ермак пулнӑ,
Чингис ханӗсенчен хӑтарать.
Вунӑ ӗмӗр хушши чапӗ юлнӑ —
Раҫҫей халӑх унпа мухтанать!

Тӗрмесем Тюменьре ютӑ пулнӑ,
Кунти халӑх ҫынпа хирӗҫмен.
Ӗҫченсем яланах тутӑ пулнӑ,
Вӑрӑпа нихӑҫан иртӗхмен.

Хурӑн ҫул тӑсӑлать малалла та
Ссыльнӑйсем пуҫ таяҫ Тюмене.
Чиркÿре Турӑна кӗл тусан та 
Ураран хывайман кандалне.

Купсасем Тюменьре те йышланнӑ,
Вӑй илсе хитреленнӗ хула.
Паллисем паянхи куна юлнӑ —
Эрешленӗ ҫуртсем тем чухлех.

Элександр иккӗмӗш патша та
Тюменьре хӑй йӗрне хӑварать.
Чысласа кунта уҫнӑ паркра та
Унӑн бюсчӗ ҫакна палӑртать.

"Александр урамӗ" вырнаҫнӑ
Капӑр тумлӑ хула варринче.
Патшана Тюменьре те хакланӑ,
Юлчӗ ӗмӗр вӗсен асӗнче.

Хула витӗр юхатьТура шывӗ
Карапсем ишнӗ чух чӑн! хитре. 
Икӗ мӑшӑр шӑпах каҫӑ шучӗ,
"Юрату кӗперри"—хисепре.

Нимӗҫсем Мускава хуптӗрленӗ —
Ҫулпуҫа куҫараҫ Тюмене.
Виҫӗ хутлӑ ҫуртра вӑл хисеплӗн
Выртнине никама пӗлтермен.

Хирӗҫех, уҫлӑхра, мрамӑр палӑк
Аякран курӑнса-ҫке ларать.
Хурланса пуҫ таять килнӗ халӑх,
Хӑруш вӑрҫӑ пулни палӑрать.

"Хӗрлисем", "шуррисем" пуҫне хунӑ
Гражданла вӑрҫӑ пынӑ самант.
Вӗсене тӑван халӑх чыс тунӑ —
Улшӑнса ҫӗнелет самана!

Николай Кузнецов вӑрҫӑ умён
Вӗренет институт залӗнче.
Вӑл — разведчик, чӑтать этем чунӗ
"Ылтӑн Ҫӑлтӑр" кӑкрийӗ ҫинче.

Чиркусем, мечетсем кунта уҫнӑ,
Чӑвашпа тутар ҫумӑн утать.
Иртнӗ вӑрҫӑ кӑтартрӗ яр уҫҫӑн —
Раҫҫей халӑх вутра та ҫунмасть.

                  * * *
Асра юлчӗ-ҫке маншӑн хуламӑр,
Йӑван Эрхипч Толи — тав сана!
Сывлӑхпа ҫирӗп пулӑр хусамӑр,
Яланах ҫӳлте тытӑр чыса!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 342 | Author: Гурий Дубров (кăмакал Куркки) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.12.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тюмень тăрăхĕнче тĕпленнĕ ентешĕмĕрсене асра тытса

Килсен Тюмень тăрăхне
Куртăм Çĕпĕр илемне.
Тинкерсе ентешсене —
Туйрăм пурнăç хÿхĕмне.

Ярковăпа Тюменьре
Тата Анат Тавдара
Ăс-тăн пухнă чăвашсем,
Яла сăн кĕртекенсем.

Тура шывĕ вăйĕпе,
Тулăх çĕр сĕткенĕпе
Çунат сарчĕç ку ялта,
Çĕнсе илчĕç ыр ята!

Йăван Эрхипч Мамçара,
Вăй хуратчĕ колхозра.
Тăрăшрĕ бригадирта,
Мухтанă ăна ялта.

Ывăлĕ, Толя ятли,
Тюменьре халь чи сумли!
Ертсе пырать пĕрлĕхе,
Йышпа тупать пĕр чĕлхе.

Володя — пасар хуçи,
Пур ялан алра укçи.
Кулленхи тăкаксене —
Йăлтах илчĕ хăй çине.

Виçĕ пасар Тюменьре,
Пĕринчен тепри хитре.
Тĕлĕнтерчĕ вăл пире,
Манас çук тек ĕмĕрне!

Ашшĕ пурнать Вăрмарта
Михайлов хушаматпа.
Алли-ури пит ăста,
Мухтанать вăл ывăлпа.

Наукăсен ăсчахне,
Медицина докторне,
Микулай Володине
Пĕлмен çын çук Тюменьре!

Мухтанатпăр санпала,
Шеллеместĕн вăй-хална.
Баранов хушаматпа,
Çывăх, эс, наукăпа.

Аçу Хĕрлĕ Чутайран
Куçса килнĕ Тюмене.
Тăван тăрăх сан Турхан —
Çитсе кур несĕлсене.

Еккĕм Раманч Петĕрне,
Полици полковникне,
Халь пулсан та запасра,
Асрах тытаç Мамçара.

Академи вăл пĕтернĕ,
Ăсран çивĕч пир(ĕ)н ентеш.
Чăвашра та Тюменьре,
Пурăнать вăл хисепре.

Савăнатпăр вĕсемпе,
Хаклă çыннăмăрсемпе.
Сывлăх пултăр ĕмĕре,
Пурăнар ялан пĕрле!

Чÿк, 2012.

Тюмень — Красноармейски.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 303 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.11.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz