Тунтикун, 23.12.2024, 22:14
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Леонид Антонов пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 27
Миçе материал кăтартнă: 16-20
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Апрель.Шыв-шур тапраннă вăхăт.
Ģĕмĕрĕлсе юхать çырма.
Хула çынни е лăпкă Сăкăт
Васкать пăр кайнине курма.

Ăçта васкать-ши шавлă юхăм?
Манса çуралнă Ģĕршывне.
Ача пуçпа епле-ха юлăн
Анмаср тулăх шыв хĕрне.

Юхать , юхать пăр караванĕ
Пĕр тĕкĕшсе, пĕр ăмăртса.
Капмар пăрсен хитре янравĕ
Чуна çĕклет çунат хушса.

Сулмаклă пăр – кашни пĕр сулă.
Тĕрекĕ караппа пĕр тан.
Ģакна чарлан ăнланнă сумлăн,
Кур, ярăнса анать туран.

Ача-пăчашăн çак ÿкерчĕк
Юмах тĕнчи пекех паха.
Пăрпах пуль çав лартса вĕçтертĕм
Ытарайми ачалăха.

Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 337 | Кам хушнă: Светлана | Хăçан: 23.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ем-ешĕл улăх. Каçсерен
Телей çулне хывап пĕччен.
Чечек çыххи пухма тăрсассăн,
Алран çунтарчĕ вĕлтĕрен.
Ах, вĕлтĕренĕм, вĕлтĕрен.
Мана эс мĕншĕн пĕçертен?
Эп кÿршĕ ял хĕрне савнишĕн,
Сисетĕп, эсĕ кĕвĕçен.
Сукмакăм хĕрринчех шăпкан
Пуçне таять мана курсан.
Ан хуçăл, улăх шăнкăравĕ,
Ģул кăтартса ешер ялан.
Ģул такăрларăм каçсерен,
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 375 | Кам хушнă: Светлана | Хăçан: 23.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Васкамасăр, киленсе
Ешĕл улăхпа иртетĕп.
Умăмра çÿçе сÿречĕ,
Ģунтарать хĕвел ĕнтсе.

Ывăнман-ха. Сулхăнран
Ютшăнса çÿçе кÿренĕ.
Улăх кĕпине çĕленĕ
Эрешленĕ пурçăнтан.

Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 502 | Кам хушнă: Светлана | Хăçан: 23.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Чĕпĕтет кăрлач, хуçа пуласшăн
Тулăх сурхури кĕрекинче.
Пĕр тĕпренчĕк çеç апат тупасшăн,
Кăсăя ташлать пÿрт умĕнче.
Ал лаппи çине хуратăп çăкăр,
Илĕртсе илемлĕ кайăка.
Пурăнăç нихçан та пулмĕ çăмăл,-
Хăналанччĕ, юлмăп эп çука.
Шанăçа тÿрре кăларчĕ кайăк,
Ютшăнмарĕ кучченеçĕмрен.
Пĕчĕк çеç самант, Халь кăмăл лайăх.
Ģынлăха упрар мĕн виличчен.
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 392 | Кам хушнă: Светлана | Хăçан: 23.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Тутанăр, киленĕр, ыр курăр,
Сыватăр ĕшеннĕ чуна.
Юхать валак тăрăх çăлкуçĕ
Сипетлĕх парса таврана.
Атте, асатте те тутаннă
Ун сиплĕ шывне ĕмĕртен.
Черечĕ мана юлнăран-ши,
Ģÿретĕп кунта кунсерен.
Тути! Шерпетне улăштармăп.
Ун тĕсĕ хĕвел пек таса.
Ģынпа пулнăран пархатарлă
Хăвачĕ тăрать хушăнса.
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 366 | Кам хушнă: Светлана | Хăçан: 23.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 4
Хăнасем 4
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz