Петĕр нихăçан та сунар ĕçĕпе кăсăкланман. Çавна май сунар йыттине те усраман вăл. Пĕррехинче унăн килне вăрăм ураллă, çинçе пилĕклĕ çулталăксенчи вĕшле пырса явăçать. Чăвашсем мĕн авалтанпах кил-çурта йытă пырса кĕрсен ырра тенĕ. Халăх каланине тĕпе хурса Петĕр вăрăм сăмсаллă йытта тăрантарать, хăйĕн патне хăнăхтарать. Çитменнине йытти питĕ кăмăллă, çынсем çине тапăнманни курăнать. Шикленсе Петĕр ăна пурпĕрех сăнчăра лартать. Хăй механизатор пулнă май ăна вăл çăвĕпех тĕрлĕ ĕç тунă çĕре уя илсе çÿрет. "Беларусь" трактор алăкне уçсанах йытă юнашар кĕрсе ларать. Сисмесĕрех кĕрхи кунсем çывхараççĕ. Йытă самай тĕрекленет. Чупасса вара тĕлĕнмелле хăвăрт чупать. Акă юпа уйăхĕ те кантăкран шаккать. Кун кĕскелнĕ май ял кĕтĕвĕ çытармаран таврăннине сисмен Петĕр. Васкавлăн урама тухса пÿрт умĕнчи ĕнипе сурăххисене кил хушшине кĕртсе хупать. Пахчана тухса пăхать те çĕр улми кăларнă лаптăка акса хăварнă ыраш калчи çинче сурăхсем çÿренине асăрхать. "Чим-ха, ку сурăхсене вĕшлепе хăратмалла" пырса кĕрет шухăш. Сăнчăрти йытта вĕçертет те Петĕр анкартине илсе тухса сурăхсем çине ĕслесе ярать. Йытта курнă сурăхсем вырăнтан хускалаççĕ, вĕшле те вĕсем хыççăн. Пуçланать вара ахăр самана. Халĕ ни сурăххисем, ни вĕшли çук. Петĕр васкавлă урама чупса тухать. Пурнăç çыннине темĕн те кирлĕ. Пÿрт умне вăл виçĕ метр тăршшĕ ăвăсран чус хăма çуртарса виç кĕтеслĕх туса типме купаласа хунăччĕ. Акă ĕнтĕ пахчаран çухалнă сурăхсем Петĕр килĕ умнелле вирхĕнсе анаççĕ. Хыçалта — вĕшле. Чи малта пыракан сурăх купаланă хăман кĕтессине аяккипе пырса çапăнать. Пысăк хăвăртлăх пулнăран сурăх тирĕ çурăлса каять, хырăмĕ йăтăнса тухать. Петĕр хĕрсе кайнă вĕшлене нушаланса тытса сăнчăра лартать. Халĕ ĕнтĕ вилмеллех суранланнă сурăха тирпейлемелле. Çак ĕçе туса пĕтерсенех сурăх хуçи тупăнать. Сурăх хуçи Петĕртен пилĕк кил урлă пурăнакан Васса кинемин пулнă. Вассан кил умĕнчи пахчан карти хавшак пулнăран сурăххисем анкартине кĕрсе кайма пултарнă иккен.