Раштав уйăхĕ вĕçленсе пырать пулсан та çанталăк кăмăллă. Тавралăх шап-шурă юрпа витĕннĕ, сивĕсем çыртсах каймаççĕ-ха. Ĕç кунĕ пуçланнипе пĕрлех "Çăлтăр" хуçалăх ертÿçи Павел Иванчă "Волга" автомашина шоферне чĕнет те Шупашкара каясси çинчен пĕлтерет. — Тепĕр çирĕм минутран кĕске планерка ирттернĕ хыççăн тухатăп, урхамах хатĕр пултăр, — тет. Михал Ваççин урхамахĕ яланах хатĕр. Иртнĕ кун ĕç вĕçленсенех вăл ăна "апатлантарнă", çуса тасатнă — çула тухмалла кăна. Гаража кĕрсе урхамаха пăхса çаврăнать те вăл, тапратса кантур умне пырса лартать. Кантăккипе капотне тусантан шăлса тасатать, ураписене тĕрĕслет. Çав вăхăтрах ял енчен Çтаппан Микулайĕ килни курăнса каять. Машин патне çитнипе пĕрлех вăл Ваççаран ăçта каяссине ыйтса пĕлет. — Шупашкара çитмелле терĕ-ха хуçа, — хыпарлать Ваççа. Çакă çеç кирлĕ пулнă Микулая. — Тăхта, тархасшăн, пĕр 7—8 минут, эпĕ çиччас киле кучченеç патне чупса кайса килетĕп, — тесе ялалла вĕçтерет. Мĕн кучченеçĕ йăтса килет-ха ĕнтĕ ку? Хула тăрăх кучченеç валеçсе çÿремелле-и тата манăн, мăртлатса илет хăй.