Ун чухне çиччĕсенче пулнă пуль çав эпĕ. Хамăра виçсе панă ана çинче анне, аппа тата эпĕ ыраш выратпăр. Ман урара пушăт çăпатапа шурă пир тăла. Пĕветнĕ вар пуççи пирĕнчен çĕленĕ йĕм чĕркуççи тĕлĕнче пĕрмеллĕ. Анне туса панă кĕлте çыххи çине пĕр вĕçĕм ыраш вырса хуратăп. Кĕпене паçăрах тар витнĕ. Анне хĕвел çине пăхса илчĕ те: — Микуç, яшка илме кай. Эпир те кăнтăрла тăвар, — терĕ. Вырма вăхăтĕнче ĕçлекĕнсене кăнтăрла ятарласа яшка пĕçерсе çитеретчĕç. Пире виççĕншĕн виçĕ хуран çăпали яшка ярса паратчĕç. Анне пасарта туяннă хупăлчаллă шур çăка чĕресе илтĕм те хыпаланса яла яшка илме кайрăм. Каялла килнĕ чухне уй хапхи патĕнче хурсен ушкăнне тĕл пултăм. Хур аçи чупса пырса пĕçĕрен так! тутарчĕ. Эпĕ кукленсе антăм. Чĕрес алран вĕçерĕнсе ӳкрĕ. Пăрçа яшки курăк çине юхса тухрĕ. Йĕрсе ятăм. — Микуç-çке. Ма йĕретĕн? — илтĕнчĕ çывăхра арçын сасси. Пуçа ялт çĕклерĕм. Ман умра уй-хир бригадин бригадирĕ Павăл пичче тăра парать. Ăна хур пĕçĕрен так тутарнипе пăрçа яшкине тăкса яни çинчен каласа патăм. Павăл пичче сăран сумкинчен хут татки кăларчĕ. Ун çине кăранташпа темскер çырчĕ те ăна мана тыттарчĕ. — Лаççа кай та Марье аппуна çакна пар, — терĕ. Марье аппа — Куçук амăшĕ. Вырма вăхăтĕнче ĕçлекенсем валли яшка пĕçерет. Марье аппа чĕресе аш татăкĕ хучĕ, хĕррипе танах пăрçа яшки ячĕ. — Чипер çит! — тесе мана уй хапхи патне çитичченех ăсатрĕ. Кайран та эпир пăрçа яшки тем чухлех пĕçерсе çинĕ, анчах та ун чухнех
Пирĕн кил уй хапхи çумĕнче. Те çавăнпа çумĕнчи карта урлă кармашнă лаштра çĕмĕрт айĕнчи тăрăхла сак çынсăр тунсăхламасть. Каç кӳлĕм кунта кĕтӳ кĕтсе илме хамăр урамсем кăна мар, тури урамсем те пуçтарăнаççĕ. Эй, тем сăмах та илтетĕн вара! — Тахçанхи çăлах ку, терĕ сăмах çавăрма пĕлĕкен Куçма Иванч урам хушшинчи тараса витриллĕ çăл çине кăтартса. — Ун чухне участковăй милиционер Вăтакас çынниччĕ. Пимен Михалч. Çулла. Шăрăх. Хайхискер пушара хирĕç кĕрешекенсемпе пĕрле ял çыннисем катка-пичкепе шыв тытнипе тытманнине килсеренех тĕрĕслесе çӳрерĕ. Тараса витринчен шыв ĕçнĕ чух çакăн картусĕ хывăнса çăла ӳкрĕ. Пакурпа та хăтланса пăхрĕç, картуса ниепле те çăлтан илеймерĕç. Çакна курсан, урамра каска çинче чĕлĕм паклаттарса ларакан Ваçли Ефимчă чунĕ чăтмарĕ. Вăр-çăран çур ура лаппине çухатса килнĕскер, киле уксахласа кĕчĕ те вăрăм сӳс вĕрен илсе тухрĕ. — Мана Гитлер вăрçăра вĕлереймерĕ. Эпĕ кунта та вилес çук, терĕ вăл çăл ани тавра тăракансене. Хăйне картус илме урисенчен вĕренпе çыхса çăла кутăн яма хушрĕ. Куçма Иванча каласа пĕтерме памарĕç, темиçен те: — Илчĕ-и вара картуса? — тесе ыйтрĕç. — Илчĕ, — хуравларĕ Куçма Иванч...
— Кĕрсе çывăр. Кĕрӳсем ыран утă çулма каяççĕ. Ирех тăмалла, — терĕ мана арăм, лаç умĕнче кашăк-чашăк çăваканскер. Тулли уйăх. Çăлтăрсем... Эпĕ вĕсем çине пăхса пăлтăр пусми çинче Розăна аса илсе лартăм. Розăпа эпир кӳршĕллĕ районсенчен. Вăтам шкулта вĕреннĕ чух вĕсен класĕпе пирĕн класс пĕрле тĕлпулу каçĕ ирттернĕччĕ. Пире, арçын ачасене, хĕрачасем çумне лартрĕç. Манăн йĕкĕр çырă çивĕтлĕ, каçăр сăмсаллă, утмăл турат пек кăвак куçлă Роза çумне ларма тиврĕ. Каярахпа эпир пĕр-пĕрин патне именчĕк çырусем те çӳретме пуçларăмăр. Ĕмĕтсем пĕр еннелле вĕçрĕç — иксĕмĕр те пединститута вĕренме кĕтĕмĕр. Хĕллехи каçсенче те Розăпа урамра сăмса тăррине сивĕ çатăр чĕпĕтичченех çӳреттĕмĕр. — Шупашкарта Алтăр çăлтăр кун пек курăнать. Пирĕн ялта кун пек мар. Сирĕн ялта мĕнле? — терĕ Роза тӳпенелле пăхса. Иксĕмĕр те ахăлтатса кулса ятăмăр. Роза хирĕçлемерĕ, эпĕ ăна пĕрремĕш хут ыталаса хыттăн чуптурăм. Вăл каçхине те тăрă тӳпере тулли уйăхпа çутă çăлтăрсем пурччĕ. Роза пĕрре ман çине, тепре вĕсем çине пăхса илсе кăмăллăн юрласа ячĕ: Эсĕ уйăх пулсан, Эпĕ çăлтăр пулам... Пурăнан пурăнăç пăрăнчăксăр пулмасть. Роза та çăлтăр пулаймарĕ, эпĕ те уйăх пулаймарăм. Ытла та ш
Сарă тĕс çапнă вăрман çумĕнчи уйра ура пуçĕ витĕнмелĕх ӳснĕ симĕс курăк çинче ĕне касăвĕ пăхатпăр. Ăшă. Çил çукпа пĕрех. Леререхре кӳршĕ ял ĕнисем çӳреççĕ. Вĕсене те пирешкелех касуçăсем пăхаççĕ. Куртăм-ха, вăрман хĕррипе хĕр-и, хĕрарăм-и уткаласа çӳретчĕ. Унччен те пулмарĕ, вăрмана янраттарса юрлани илтĕнсе кайрĕ:
Туйрăм чунăм çуннине Вунçичче çитсен...
Чун чăтмарĕ. Ку илемлĕ сасă камăн пулма пултарнине çывăхранах курас килчĕ манăн. Йывăçсем хушшипе йăпшăнса, çулçине çурри таран тăкнă çӳллĕ шĕшкĕ тĕмĕ хыçне пырса пĕшкĕнтĕм. Çирĕм çулсенчи вăтам пӳ-силлĕ хĕре куртăм. Вăл çинçе хурăн çумне тайăнса тăнă. Пуçĕнче пысăк кĕрен чечеклĕ çĕрçĕн тутăр. Чĕкеç çуначĕ пек çӳхе хура куç харшисем айĕнчи çĕмĕрт куçĕсем тунсăхлăн таçта инçете тинкернĕ. Хĕр юрлама чарăнчĕ. Те хăйне ăшă пулнăран вăл фуфайка тӳмисене вĕçертрĕ, тутăрне салтса хулпуççи çине уртса ячĕ. Эпĕ унăн хăрах алли çуккине асăрхарăм. — Нина! Ĕнесем вăрмана кĕрсе кайрĕç! — илтĕнчĕ хĕрарăм сасси. — Эп часах! — терĕ те Нина, ман çумранах чупнă пек иртсе кайрĕ... Чылай çул иртрĕ унтанпа. Эпĕ хула çынни пулса тăтăм. Хĕллехи кун каç енне сулăннăччĕ ĕнтĕ. Вăрман çулĕпе яла, анне патне, таврăнатăп. Малта, çул пăрăнчăкĕнче, хĕрарăм: «Айта! Айта!» — тенине илтрĕм. Эпĕ унта васкатрăм. Вутă тиенĕ çуна сулăнкăна кайнă та, лаша ăна ниепле те туртса илеймест. — Çуррине пушатар, çуна кăштах çăмăллантăр, — терĕм хĕрарăма. Вăл мана салтнă вĕрен вĕçне тыттарчĕ. Эпĕ унăн хăрах алли çуккине асăрхарăм. «Нина, эсĕ-çке ку!» — теес килчĕ ăна. Вăл пуçĕнчи мамăк тутăрне хăрах аллипе туртса тӳрлетрĕ. Куç харшисем пасарнă хăйĕн. Унăн çĕмĕрт куçĕсенчен тапса тухакан ăшă çумри сивве хăваласа янă пек туйăнчĕ мана...