Çĕнĕ çула темиçе хут та пĕр пекех кĕтсе пычĕ Куçма Иванч. Киввисене те çавнашкалах ăсатса ячĕ. Диван çинче телевизор курса лараканскер, сиксе тăрса, яшт тÿрленсе тăчĕ. Трюмо патне пырса хăй çине пăхрĕ. "Ватăлса пыни сисĕнет çав", — терĕ сасăпах. Çавăнтах тата: "Тем мар-çке", — хушса хучĕ. Шифоньертан илсе таса кĕпе, хура костюм тăхăнчĕ. "Хăнана кайма хатĕрленнĕ", — теме те пулать ăна. Хĕллехи пальто кĕсйине çур литр çуттине чикрĕ. Каракуль çĕлĕкне пусса лартса урама тухрĕ. Ялтан тухса каймарĕ вăл. Уй хапхи çумĕнче пурăнакан Хĕветÿç патне кĕчĕ. Хĕветÿç Куçма Иванчпа пĕр вăхăтрискерех. Качча каймасăр пĕр ача çуратрĕ те… Пĕлтĕр ывăлĕ ачи-пăчи мĕнĕпех курма килсе кайнă терĕç-ха. Унччен пырса çÿремен Куçма Иванч кĕтмен çĕртен килсе кĕни Хĕветÿçе тĕлĕнтерчĕ. — Хулана кайма тухрăн-им? — интересленчĕ вăл. — Хули мĕнĕ… — хуравларĕ Куçма Иванч. — Пысăк уяв манăн паян. — Мĕн уявĕ-ши тата? — Юратса пăрахрăм эпĕ сана, Хĕветÿç. — Уй, ват супнă! Хулпуççи çине мамăк тутăр уртнă, çÿçĕ тĕл-тĕл кăвакарнă, тулли мар вăтам пÿ-силлĕ, "юратса пăрахрăм эп сана" тенине тахçантанпа кĕтсе тунсăхланă хĕрарăм çакна сăмахпа ăнлантарма çук темле ăшă туйăмпа каласа хучĕ. Куçма Иванч кушăрханă аллипе ăна пилĕкĕнчен тытрĕ. Ку çат! çапрĕ. Куçма Иванч нимле мар пулса кайрĕ. Çĕлĕкне пырса тытрĕ. — Кайрăн та-им? — тăруках ыйтрĕ Хĕветÿç. Вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç. Тутисенче ăшă кулă палăрчĕ.
Юратса çӳреттĕмĕр Тамарăпа. Аякран яла ĕçлеме килнĕ хĕрпе мур тума мăшăрлантăм! Мăшăр хушши — услам çу тени пулмарĕ: уйрăлтăмăр. Тамара качча тухманччĕ. Шупашкарта ĕçлетчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан аппăшĕ, Анисса, яла хăнана килнĕччĕ те, мана курсан: — Тамарăпах пĕрлешмеллеччĕ сан, — тесе хучĕ. Унтан мана хăй патне Çĕнĕ Шупашкара пыма хушрĕ. Тамарăна та чĕнетĕп терĕ. Чăнах та, аппăшĕ патĕнче Тамарăпа иксĕмĕр тĕл пултăмăр. Чĕлхе-çăвар япшар пулсан, курайман çын та çул парать теççĕ. Аппăшĕ Тамарăн кăмăлне часах ман енне çавăрчĕ. Асамлă самантпа усă курса, Тамарăна чăп чуптуса та илтĕм эпĕ. Ыран çимĕк тенĕ кун савнă тусăм яла килчĕ. Эпĕ ăна хăйсен килĕ çумĕнчи лаштра ешĕл хăмла пахчи кĕтессинче тулли кăмăлпа хавасланса кĕтсе илтĕм. Тамарăсем патне пӳрте кĕтĕмĕр. Урамалла пăхакан кантăк умĕнчи тăваткал пысăк сĕтел хушшинче унăн ашшĕпе амăшĕ, амăшĕ енчен туртуллă Микуç арăмĕ, амăшĕн аппăшĕ Хĕвуне карчăк лараççĕ. — Пирĕн килес! — терĕм эпĕ алăк янаххи урлă каçнă-каçманах. — Килсе пăхăр-ха, — хуравларĕ Тамара ашшĕ Иван пичи. Пӳртре пĕр вăхăт шăп пулчĕ. Унтан эп сăмах пуçларăм. — Илтнĕ. Пĕлетпĕр. Çемье канашĕ мĕн калать, — сăмахсене пат татса каларĕ Иван пичче, ман çине куç айĕпе чалăшшăн пăхса. Тип аслати пекех туйăнчĕ ку мана. Ура çине Тамарăн амăшĕ Валя аппа сиксе тăчĕ. — Хамăн хĕре арăмĕнчен уйрăлнă çынна качча памастăп! — пĕррех тăрăслаттарчĕ сĕтеле чышкипе. — Ара, çĕр çинче унсăр йĕркеллĕ каччă çук-и? — тесе хучĕ Микуç арăмĕ. — Пĕрре авланнăскерпе... — текелерĕ хулпуççине сиктерсе Хĕвуне карчăк. Тамарăн ашшĕпе амăшне манăн тем пекех хуньăм, хуняма тесе калас киле
Анне Трак ярмăрккинче сутма сăра турĕ. — Шăрăхра каякан, — терĕ вăл, нӳхрепри сивĕ сăрана тăватă витре кĕрекен пичкене ярса. Эпĕ ун çумĕнче вĕтеленсе çӳрерĕм. Ача-пăчана мĕн! Килтен хăвăртрах тапранса тухса, çул çинче тилхепе тытса пырас килчĕ манăн. Пахчаран пĕр валем симĕс курăк çулса кĕрсе урапа тĕпне сартăмăр. Ун çине сăра пички вырнаçтарса лартрăмăр. Тилхепене хытă та туртмарăм, анне çӳрекен улма чăпар лаша килкарти хапхинчен кăмăллăн уйрăлчĕ. Яка çул çинче урапа тăкăртатса кăна пырать. Шетмĕ çумĕнчи ланкашкара хĕвĕшекен ярмăрккă сăртран ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Шăна кăмпи тĕслĕ икĕ кăруççел ярмăрккă варринче ăмăртса çаврăнать. Ярмăрккăна чылайăшĕ лашапа килнĕ. Эпир те урхалăхпа чĕлпĕре пушатса, лашана симĕс курăк патăмăр. Анне умне шурă саппун çакрĕ, сăра пички çумне чечеклĕ ал шăлли сарса, ун çине пушă стакансем кăларса лартрĕ. Кĕçех икĕ арçын, пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă, пĕчĕк пичкен сăри лайăх пулаканччĕ тесе, аннерен икшер стакан сăра илсе ĕçрĕç. — Вăт сăра! — мухтарĕç вĕсем анне сăрине. Тепĕртакран сăран картус тăхăннă тачка арçын аллисемпе хăлаçланса анне патне пычĕ. — Верук акай, аван-и? — терĕ. — Ара, Ваçли Степанччă-çке! Эс ман хреснанне ывăлĕ вĕт. Кил-ха, тытса ĕç, — сăра сĕнчĕ ăна анне. Унтан Вутланти куккасем, Çирĕклĕри йыснасем, Янкасри аппасем, Упири пиччесем пычĕç. Хăйсем пĕр-пĕрне тăхлач, кума, йысна, кĕрӳ теççĕ. Чăн-чăн ĕçкĕ пуçланчĕ. Шанклатнăçем шанклатрĕç стакансем. Çăмăллăн чупать кил еннелле улма чăпар лаша. Яка çул çинче урапа тăкăртатса кăна пырать. Паллакан çынсене хирĕç пулсан: — Тавсье! — тет анне.
Хĕвеллĕ ăшă çу кунĕ. Скверта çамрăк мăшăр çӳрет. Арçынĕ хура куçлăхпа. Хĕрарăмĕ ăна хулран çаклатнă. Кĕçех эп ларакан хыçлă вăрăм сак çине пырса ларчĕç. Эпĕ вĕсем калаçнинчен пĕлтĕм: ку хĕрарăм хура куçлăхлă арçын арăмĕ. Нина ятлă. — Кам та пулин пур-и ку сак çинче? — ыйтрĕ унран упăшки. — Пур. Санпа юнашарах, сылтăм енче, çамрăк арçын ларать, — пĕлтерчĕ ăна арăмĕ. Хура куçлăхлă арçын ман енне вăрт çаврăнчĕ: — Эсир студент мар-и? — тесе ыйтрĕ. Сăмах май эп ăна хам çыравçă пулни çинчен каларăм. Хура куçлăхлă арçын хăпартланса кайрĕ. Унтан ассăн сывласа илчĕ те: — Ман çинчен мĕн те пулин çырма пулмасть-ши? — терĕ. Вăл эпĕ мĕн каласса кĕтмерĕ, калаçăвне малалла тăсрĕ: — Эпĕ çирĕм пĕррере. Çулталăк каялла шоссе çулĕ çинче авари тӳсрĕм. Сĕм суккăр пулса юлтăм. Юридици факультетĕнче юлашки курсра вĕренеттĕм. Пурнăç çинчен эп нихăçан та çакнашкал шухăшласа курман. Аттепе анне пысăк ĕçре лараççĕ. Нинăпа пĕрлешичченех манăн виçĕ пӳлĕмлĕ хăтлă хваттер, ют çĕршывра туса кăларнă çăмăл автомобиль, сотовăй телефон — тĕрĕссипе, пурте пулнă. Уйăха та çутçанталăкран укçалла илес пек туйăнатчĕ мана... Çӳллĕ çуртсем хыçĕнчен пысăк хура тачка пĕлĕт шуса тухрĕ. Çумăр пăт-пат ӳккелеме пуçларĕ. Эпир уйрăлтăмăр. Кайран та çак хура куçлăхлă арçын çинчен эпĕ чылай шухăшласа пурăнтăм. Аптранипе: «Хуйхă хă вăн хул хушшинчех вăл», — терĕм.
Купăс пĕрмине тăсса ятăм. Куç умне çамрăклăхри çăлтăр куçлă çуллахи каç шуса тухрĕ... Темрен тăрса юлнă пек, купăса хул хушшине хĕстерсе, лаштра ват йăмраллă уничене вăййа васкатăп. Роза... Курас килет ман ăна. Калаçас килет ман унпа. Ĕнер каç тухăç кăвакаричченех вĕсен вырăсла хапхи умĕнче шăкăл-шăкăл калаçрăмăр. Каç кĕскишĕн пăшăрханнăччĕ те эпĕ. Купăс çаккине хулпуççи çине çăмăллăн ывăтса ятăм, юрă кĕвви калама пуçларăм. Ман çума Роза пырса тăчĕ.
— Юрă вĕçленсен ташă çемми çине куçрăм. Ташша Йăван Витти вирхĕнсе тухрĕ. Унтан Роза умне пырса тăпăртатрĕ. Роза ташлама пуçласан, ман купăса аяккалла ывăтса ярас килчĕ. Хăвăн чун савнине ху купăс каласа ют каччăпа ташлаттарни ăшă пӳртре телевизор пăхса ларни мар! Юлашки хут ăсатни пулчĕ çав каç Розăна. Хăйĕнчен çамрăк тесе тиркерĕ-ши ĕнтĕ вăл мана? Йăван Виттипе Роза туйлă мăшăрланни çинчен ялта пурте калаçрĕç. Çитменнине тата Йăван Витти хăй туйĕнче купăс калама мана киле килсех чĕнчĕ. Чун туртмарĕ те — кайрăм. Акă туй ачисем хĕр парни илме кĕлете кĕчĕç. Мана та чĕнчĕç. Роза сăнран йăлтах улшăннăччĕ. Ман кăкăр çине хăй тĕрлесе тунă хĕрлĕ чечеклĕ пĕчĕк тутăр çакнă чухне унăн куçĕсем шывланчĕç. — Ан макăр, — терĕм ăна. Вăл ман пата кĕтеслĕ пысăк стаканла шурă эрех йăтса пычĕ. — Ĕç, — терĕ. Çӳçеннĕ-ши эп ăна ĕçнĕ чухне, çӳçенмен-ши — астумастăп. Роза туйĕнче алран ямасăр купăс каланипе пурне вĕçĕсем кайран хытă ыратрĕç.