|
Категорире миçе материал: 96 Миçе материал кăтартнă: 26-30 | Страницăсем: « 1 2 ... 4 5 6 7 8 ... 19 20 » |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
"Ыр сунса мăнуксене Хăналам-ха”,— терĕ те, Кинеми пыл чĕресне Кайса лартрĕ кĕлете.
Уявра Çĕмĕрлерен Çитрĕç ун мăнукĕсем. Хыпаланчĕ. "Кĕлетрен, — Терĕ, — пыл илсе килем”.
Ак мĕн курчĕ: чĕресе Кĕрсе тулнă кăткăсем. Пур кăткин те пыл çисе Вараланнă пичĕсе
|
Повар пулнă паян Яша. Хыттăнах каларĕ ашшĕ: "Тăварне кăшт анчах яр Терĕм-çке! Халь мĕн тăвар?”
Пĕрнерен илсе çут кашăк Яшкана астиврĕ Яша. "Атте, — терĕ (хăй кулать),— Шыв хушсан — çиме пулать”.
|
Сывлăшра çырла шăрши, — Пиçсе çитнĕ çĕр çырли! "Çынсене халь кун йышши Тавар, — терĕм, — чи кирли".
Çĕр çырли пăхма хитре. Çук та пуль унран тутли! Ăна татрăм ик витре, — Пĕри — кайса сутмалли.
Ÿркенмерĕм те татма — Ман сутма та пĕлмелле. Хаваспах çырла сутма Пычĕ шăллăм та пĕрле.
Малтанах черет тăрса Илчĕç пирĕн тавара. "Тутлă! Тутлă!" — мухтаса Сывлăх сунчĕç хамăра.
Савăнма кунтан ытла Мĕскер кирлĕ сутăçа? Çĕклентерчĕ кăмăла Кĕсьери çут вак укçа.
Тута купăсĕ тупса Илтĕм эп магазинта. Пĕчĕк çĕçĕ суйласа Илчĕ шăллăм та унта.
Хăпарса çитсен сăрта Умра курăнчĕ вăрман. Шăллăм уçă сулхăнта Шăхлич турĕ çăкаран.
Тута купăсĕ мана Ас илтерчĕ хăй çинчен. Шăхлич, купăс вăрмана Янраттарчĕç темĕнччен.
Ют сас-чÿ чăрмантарса Çÿремерĕ вăрманта. Кайăк-кĕшĕк шăп ларса Пăхрĕ пирĕн концерта.
|
Килсе ÿкмен çавра çилпе. Ÿстернĕ çын ăна лартса. Çтаппан йăмри! Çак клемепе Ларать вăл эп астăвасса. Юратнă çын çак уй-хире, —
Йăмри ун мăн çул хĕрринче.
Пĕлет кашни: çут тĕнчере Çтаппан чăваш пурăннине. Çĕре кĕрсе леш тĕнчене Каятпăр — ятлĕç пымасассăн. "Мĕскер хăвартăн çĕр çине?” — Тесе ыйтаççĕ тет пырсассăн.
Ун пек пулсан, эппин унта Мана хăвармĕç-ха ыйтмасăр. "Ял-йыш валли поэт ята Хăвартăм”, — тейĕп вăтанмасăр.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|