Килсе ÿкмен çавра çилпе. Ÿстернĕ çын ăна лартса. Çтаппан йăмри! Çак клемепе Ларать вăл эп астăвасса.
Юратнă çын çак уй-хире, —
Йăмри ун мăн çул хĕрринче.
Пĕлет кашни: çут тĕнчере Çтаппан чăваш пурăннине. Çĕре кĕрсе леш тĕнчене Каятпăр — ятлĕç пымасассăн. "Мĕскер хăвартăн çĕр çине?” — Тесе ыйтаççĕ тет пырсассăн.
Ун пек пулсан, эппин унта Мана хăвармĕç-ха ыйтмасăр. "Ял-йыш валли поэт ята Хăвартăм”, — тейĕп вăтанмасăр.
|