Категорире миçе материал: 96 Миçе материал кăтартнă: 21-25 Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 7 ... 19 20 »
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
"Малтан ăшшăн пăхса ларчĕ, — Хăраса кайран хăй тарчĕ”. — Калаçса кушак паян Тухрĕ тĕп сак айĕнчен. "Кам вăл?” — ыйтрăм та унран — "Секрет”, — терĕ вăл кĕскен.
Ир вăратнă Сашăна, — Каймалла ача садне. Макăрса: "Ман вырăна Кай-ха!” — тет асламăшне. Ырă ватă йăл кулса Пуçран шăлчĕ мăнукне. Вăранмасăр калаçса Тĕлĕк курчĕ каçхине: Вăл мăнукĕ вырăнне Кайнă пек ача садне. Вĕçелис, Çеруш, Кирук, Аня, Кĕркури, Уртем, Павăл, Петĕр, Кĕтерук — Пурте пĕлнĕ ачасем. Мечĕк хыççăн хĕвĕшсе Чупрĕç пек ăмăртмалла. Çирĕ пек килĕштерсе Çуллă пăтă кăнтăрла. Тепĕртак пур-и? — тесе Ыйтрĕ пек те — вăранса Кайрĕ çур çĕр çитеспе. Пÿлĕмре кăн-кан пăхса Ларчĕ ыйхă тĕлĕшпе.
Тен, кам та пулин пĕлет? — Эп пĕлместĕп чăннине, — Аптрашки тесе чĕнет Кинеми хăй кушакне. Шурă юр пÿрт тăрринче Ирĕлет — тумла тумлать. Шăнкăрч çĕнĕ вĕллинче Тем тăвать — кĕрет, тухать... Аптрашки юпа çинче Чăр-чăр-чăр пăхса ларать. Шăнкăрча ши! шăхăрса Тусĕ чĕнчĕ сад хыçне. Çав тери савăнтарса Ячĕ ку Аптрашкине — Йăпăр-япăр хăпарса Кайрĕ вăл вĕлле патне. Вĕллене пуçне чиксе Тĕрĕслесшĕнччĕ иккен. Пуçĕ ларчĕ хĕсĕнсе Шăтăкра кĕтмен çĕртен. Кама тульккă? Мĕн кăна Каламарĕ Аптрашки! "Çав та кирлĕ-ха сана!” — Лăх-лăх кулчĕ кил кăркки.
Шăшисем паян çимен. Вĕсем çăкăр пĕçермен, — Килте çăнăх çук иккен. Шăшисем калаçнине Илтрĕç Петĕрпе Яким. Шыв арманĕ пÿрт умне Туса лартрĕç. Йывăр-им? Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать, — Шыв арманĕ авăрать. Шăши тырă хутаççи Йăтнă — армана каять. Ун çине кушак аçи Кантăкран пăхса ларать.
Эп пĕррехинче çулла Пушă вăхăт пур чухне Курмалла, уçăлмалла Кайрăм Сурăм вăрманне. Шĕвĕр чăрăш тăрринче Куккук уççăн авăтать. Ÿкнĕ йывăç çумĕнче Курăнса темскер выртать. "Тем те пулĕ вăрманта”, — Терĕм — хамăн чун хăрать. Пырса пăхрăм та, унта Ват упа хуп турттарать. Петĕм йĕкелпе ăна — Вăратма мар, хăратма! Сиксе тăчĕ те, мана Тытăнчĕ хăвалама. Эп тÿп! ÿкрĕм такăнса, Хайхискер хăлаçланса Чупса пычĕ ман пата. Ураран вăл кашт хывса Илчĕ вĕркĕчлĕ атта. Пăхса тăчĕ ун çине. "Атти, — терĕ, — пит паха”. Хĕстерсе хул хушшине Кĕрсе кайрĕ чăтлăха.
Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88
Статистика
<img src='http://top.chuvash.org/cgi-bin/i.cgi?a=ins&id=27' width='1' height='1' border='0'>
<a href='http://top.chuvash.org/27' target='_top'><img src='http://img.chuvash.org/0/27.gif' width='88'
height='31' border='0' alt='Top.Chuvash.Org'></a>
<a target="_top" href="http://top.mail.ru/jump?from=1779261">
<img src="http://d6.c2.bb.a1.top.mail.ru/counter?js=na;id=1779261;t=137"
height="40" width="88" border="0" alt="Рейтинг@Mail.ru"></a>
Кунта халĕ: 8
Хăнасем 8
Юзерсем 0
!--