|
Асламăш
Ир вăратнă Сашăна, — Каймалла ача садне. Макăрса: "Ман вырăна Кай-ха!” — тет асламăшне.
Ырă ватă йăл кулса Пуçран шăлчĕ мăнукне. Вăранмасăр калаçса Тĕлĕк курчĕ каçхине: Вăл мăнукĕ вырăнне Кайнă пек ача садне.
Вĕçелис, Çеруш, Кирук, Аня, Кĕркури, Уртем, Павăл, Петĕр, Кĕтерук — Пурте пĕлнĕ ачасем.
Мечĕк хыççăн хĕвĕшсе Чупрĕç пек ăмăртмалла. Çирĕ пек килĕштерсе Çуллă пăтă кăнтăрла.
Тепĕртак пур-и? — тесе Ыйтрĕ пек те — вăранса Кайрĕ çур çĕр çитеспе. Пÿлĕмре кăн-кан пăхса Ларчĕ ыйхă тĕлĕшпе.
| Категори: Николай Карай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (09.04.2012)
| Автор: Николай Карай
| Миçе çын вуланă: 325
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|