Эп пĕррехинче çулла Пушă вăхăт пур чухне Курмалла, уçăлмалла Кайрăм Сурăм вăрманне.
Шĕвĕр чăрăш тăрринче Куккук уççăн авăтать. Ÿкнĕ йывăç çумĕнче Курăнса темскер выртать.
"Тем те пулĕ вăрманта”, — Терĕм — хамăн чун хăрать. Пырса пăхрăм та, унта Ват упа хуп турттарать.
Петĕм йĕкелпе ăна — Вăратма мар, хăратма! Сиксе тăчĕ те, мана Тытăнчĕ хăвалама.
Эп тÿп! ÿкрĕм такăнса, Хайхискер хăлаçланса Чупса пычĕ ман пата.
Ураран вăл кашт хывса
Илчĕ вĕркĕчлĕ атта. Пăхса тăчĕ ун çине.
"Атти, — терĕ, — пит паха”.
Хĕстерсе хул хушшине
Кĕрсе кайрĕ чăтлăха.
|