|
Мĕн мантарчĕ-ши?
Ара, пурăннă чухне Тем те кирлĕ этеме. Кайрăм эпĕ çуркунне Ишеке пăта илме.
Уçă пулчĕ, тупата, Ман тĕле тата лавкка. Пÿрне пек тачка пăта Илтĕм шăп пĕр кутамкка.
Кайран, вăхăт тупăнсан, Килĕп терĕм сăр илме. Тухса утрăм лавккаран Çул çине киле килме.
Вĕлт иртеççĕ кăшкăртса Тĕрлĕрен машинăсем. “Лартса кай-ха!” – йăлăнса Тăратаççĕ ал çынсем.
“Пурпĕрех çук лартакан”, – Текелерĕç пĕрисем. “Мĕн пăхса тăрар? Çурран Атьăр!” – терĕç теприсем.
Çынсем утрĕç. Кăшт кайсан, Утрăм эп те хыçалтан. Мĕн каласси пур!
Утма Ишек çулĕ яп-яка. Утнăçемĕн çурăма Касса кĕчĕ кутамкка.
Урасем пит ырнăран Ларас килчĕ çул хĕрне. Курах кайрăм эп сăртран Пĕр машина килнине.
“Мĕн, – терĕм, – ку шофера Тай пăхас улталаса”. Эй, хĕрсех, тăра-тăра, Утрăм лăкăштаттарса.
Те, чăнах, хĕрхеннипе Чарчĕ вăл машинине. Эп тиха пек сиккипе Чупса пытăм ун патне.
Вăл чăр! пăхрĕ ман çине. Унтан кулчĕ пĕр кана. Уксах çын пек утнине Мĕн мантарчĕ-ши мана?
| Категори: Николай Карай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (03.07.2009)
| Миçе çын вуланă: 339
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|