Шăнкăрч тусăм килмелле, Ăсталарăм эп вĕлле. Улăхрăм тирек çине, Ģакрăм сар хĕвел питне. Умĕнче хунав турат, Шăнкăрч ун çиче ларать. Лăпкăн çеç çунат сулса Юрă юрлĕ тав туса. Шыв юхать , кĕрлет апрель. Ман вĕлле пушах-ха , шел. Пулчĕ кăлăхах кĕтни, Кайрĕ харама шанни. Сар хĕвеллĕ ирхине Пăхрăм эп вĕлле çине. Умĕнче ĕçчен çерçи Сиккелет, шавлать чим-чим! Эп хавас, çерçи те кайăк. Пурăнах, манран çук айăп.
|