Ман
юратнă кукамай
Ватăлать
çул иртнĕ май.
Анчах
чунĕ çамрăках,
Çавăншăн
ăна тавах.
Кукамайăм,
кукамай!
Тунсăхлатăп
эп пĕрмай.
Сана
питĕ хисеплетĕп,
Килессе
чунтан кĕтетĕп.
Хĕрĕх
тватă çул шкулта
Вĕрентекенре
ĕçлерĕн.
Ăслă
çын çак тапхăрта
Пит
нумай эс хатĕрлерĕн.
Эс
вĕрентнĕ ачасем
Нихăçан
сана манмаççĕ.
Уяв
ячĕпе вĕсем
Салам
хучĕсем яраççĕ.
Кукамай,
эс ан кулян
Çулусем
иртсе пынишĕн.
Эсĕ
чунупа пуян –
Хĕпĕрте
хăв телейлишĕн.
Эс
пурришĕн савăнатăп,
Сан
умра пуçа таятăп:
Пархатарлă
ĕçÿсемшĕн,
Пурăнма
пехил панишĕн.
Сана
эпĕ юрататăп,
Ăраскал,
телей сунатăп.
Сывлăху
сан çирĕп пултăр,
Ĕмĕрÿ
сан вăрăм пултăр.
Семенова
Кристина, 8а класс,
«Кăмăл»
вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ. Ертÿçи - Михайлова З.П.
|