Кĕçнерникун, 07.11.2024, 04:19
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 391-395
Страницăсем: « 1 2 ... 77 78 79 80 81 ... 107 108 »

Эп çуралнă Трак енче,
Янкас ялĕнче.
Пит илемлĕ тăрăхра.
Пурăнатпăр савăнса.
 
Мĕнех пур-ши вăл пахи
Тăван кил-çуртран?
Ăçта пур-ши лайăххи
Тăван районран?
 
Чуна çывăх урамсем,
Шкул, тус-юлташсем,
Парк, илемлĕ чечексем,
Кăмăллă çынсем…
 
Ку вăл ман тăван кĕтес,
Çук унран хакли.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 405 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.04.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Акă ман юратнă шкул,
Курăнать вăл инçетрен.
Ешереççĕ ун тавра
Чечексем те йвывăçсем.
 
Кашни кун кĕтет пире,
Йыхăрать шăнкăравпа.
Эпир вара  хаваспах
Кĕрсе ларатпăр класа.
 
Анчах вăхăт час иртет,
Пĕтеретпĕр вĕренсе.
Чунăма вĕт питĕ йывăр
Сывпуллашма унпала.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 370 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Пирĕн çемье пысăк,
Çичĕ çын унта.
Туслăн пурăнатпăр
Хамăр салара.

Ирхине каятпăр
Пурте шкулалла,
«Пиллĕксем» илетпĕр
Ăслă çын пулма.

Лайăх вĕренсессĕн
Савăнать анне.
Çитĕнÿ пулсассăн
Хĕпĕртет чĕре.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 393 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.04.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Чăваш улăпĕ – Упи,
Чухăн халăх хÿтлĕхĕ.
Монголран та хăраман,
Тутартан та хăраман.
 
Шыв-шыв урлă каçнă вăл,
Вăрман витĕр тухнă вăл.
Инçетри пăлхар патварĕ
Чăваш çĕрне çитнĕ вăл.
 
Упи ялне тунă вăл,
Пуриншĕн те çуннă вăл.
Чăваш паттăрĕ пулса
Историре юлнă вăл.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 371 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тăван Трак енĕм, сана юрататăп,
Чунтан-чĕререн савса пурăнатăп.
Ялан эсĕ çутă, ялан эс таса,
Манас çук нихçан та,салаçăм, сана.
 
Çыннусем те паллă, чаплă та ĕçчен.
Манăн савнă енĕм, манăçми Трак ен.
Куллен сыхласа ÿстеретĕн мана.
Тав тăватăп уншăн ăшшăн эп сана.
 
Йывăçсем лараççĕ кармашса çÿле,
Чечексем ÿсеççĕ илĕртсе пире.
Çуртусем илемлĕ, лавккусем нумай,
Шкулусем чĕнеççĕ вĕренме пĕрмай.
 
Ачасем ÿсеççĕ, çĕнелет Трак ен.
Пурнăç малаллах вĕт: вĕренен, ĕçлен.
Савăнса пурнатăн: пур сан тăван ен –
Пуриншĕн те хаклă, ытарми Трак ен.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 381 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz