Шетмĕ шывĕ
хĕрринче
Ялăм сарăлса
ларать.
Унăн тепĕр енĕнче
Вăрман кашласа
ларать.
Çĕнелсех пырать
ман ял,
Хăпараççĕ çурчĕсем,
Пурăнаççĕ
çыннисем –
Пĕри тепринчен
пуян.
Хамăр ял çине
пăхсан
Мухтанмалăх пур
çав ман:
Кунсерен ÿссе
пырать,
Таса, хитре
курăнать.
Тикĕс шăвать
пурăнăç –
Çитĕнÿ те
савăнăç:
Пĕрин çемье
хушăнать,
Тепри çĕн пÿрте
куçать.
Килĕшет мана
ялта:
Уçă сывлăш,
шăплăх та,
Тăвансем, туссем
кунта,
Çывăх юлташсем –
шкулта.
Юрататăп ялăма,
Ыр сунатăп
ялăма.
Чечеклентĕр
яланах,
Чунтанах ăна
тавах.
Яковлева Александра, 6б класс
«Кăмăл» вĕренÿ
пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи –
Михайлова З.П.
|