Тăван Трак енĕм,
сана юрататăп,
Чунтан-чĕререн
савса пурăнатăп.
Ялан эсĕ çутă,
ялан эс таса,
Манас çук нихçан
та,салаçăм, сана.
Çыннусем те
паллă, чаплă та ĕçчен.
Манăн савнă
енĕм, манăçми Трак ен.
Куллен сыхласа
ÿстеретĕн мана.
Тав тăватăп
уншăн ăшшăн эп сана.
Йывăçсем лараççĕ
кармашса çÿле,
Чечексем ÿсеççĕ
илĕртсе пире.
Çуртусем илемлĕ,
лавккусем нумай,
Шкулусем чĕнеççĕ
вĕренме пĕрмай.
Ачасем ÿсеççĕ,
çĕнелет Трак ен.
Пурнăç малаллах
вĕт: вĕренен, ĕçлен.
Савăнса пурнатăн:
пур сан тăван ен –
Пуриншĕн те
хаклă, ытарми Трак ен.
Иванова
Анастасия, 7а класс
«Кăмăл» вĕренÿ
пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи –
Михайлова З.П.
|