Шăматкун, 25.01.2025, 23:31
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Ма маларах каламарăн? (Шÿтлĕ калав)
Сысна ами ирех аçашăнччĕ. Килсен, илсе кайăп терĕм те, алăка мăн сăлăп ярса, сысна амине витене хупрăм. Хам васкасах ĕçе кайрăм. Ай туру! Килнĕ çĕре вите чалăшшăн курăнса ларать. Нюшка çук! Ун-кун пăхкаларăм.
— Сысну вăрман çулĕпе лесник патнелле чупсах кайрĕ, — терĕ урам урлă пурăнакан Пăлаки акай.
Сысна ами йĕрĕпе лесник çурчĕ патне çитрĕм. Тăват-пилĕк сысна, самăрскерсем, мана хартлатса кĕтсе илчĕç. Лесникăн пуль, терĕм. Вĕсен çумĕнче ман Нюшка хышкаланса çÿрет. "Сан-и-ха вăл?” — асăрхарĕ мана урам алăкĕ умĕнче аттине хывса ларакан лесник.
— Ман-ха, — терĕм.
— Пĕчченех килтĕн-и? — ыйтрĕ вăл çилессĕн.
— Пĕчченех.
— Сан сысну çамрăк юмансене тăпăлтарса пĕтернĕ! Штраф тÿлемелле!
Вăрман хуçипе урăх калаçса тăнин усси çук пек туйăнчĕ мана. Вăл пĕчченех килтĕн-и тенĕрен киле туххăмра тавăрăнтăм. Арăма: "Лесник пĕчченех килтĕн-и тесе ыйтрĕ?” — пĕлтертĕм.
Арăм мĕн çинчен сăмах пынине тÿрех тавçăрса илчĕ. Пирĕн ялта кирек мĕн тутарма кайсассăн та: "Пĕчченех килтĕн-и?” — тесе ыйтаççĕ. Пĕччен кайрăн та...
Арăм мана тулли четвĕрт чикнĕ сумка тыттарчĕ. Эпĕ лесник патне вĕçтертĕм. Вăл пÿртре пĕчченех уçă кантăк умĕнче ларатчĕ.
Сĕтел çине тулли четвĕрте мăн кăмăллăн кăларса лартрăм. Лесник питĕнче хаваслăх палăрчĕ. Четвĕрте юнашар пĕр-икĕ хăяр касса хучĕ. Кĕленче стакансем пырса лартрĕ. Вĕсене арăм парса янă кучченеçпе тултартăм, "ну” тесе тулли стакана шалт çавăрса хутăм. Шыв! Арăм хаярри вырăнне шыв парса янă, иккен. Лесник, пĕр мăн çăвар ĕçсе пăхрĕ те, стакана каялла шарт! лартрĕ.
— Кам ачи эс? — кăшкăрса тăкрĕ мана, чышкисене чăмăртаса.
— Иван Платоновичăн. Мишша ятлă эпĕ, — тетĕп.
— Ма маларах каламарăн? — сасартăк ыталаса илчĕ лесник. — Ара аçупа иксĕмĕр эпир пуçаналлă вĕт.
Лесник хăпăл-хапăл сак айне чăмрĕ. Унтан тулли четвĕрт йăтса тухрĕ.
— Кил, Мишша! Лар, Мишша! Хамăнне шаклатса ĕçер! — кускаларĕ вăл.
Нюшкăпа иксĕмĕр тĕттĕмленсен тин киле çитрĕмĕр. Арăм пире урам алăкĕнче кĕтсе тăрать. Эпĕ ăна ыталаса илтĕм, кÿршĕсем илтмелле кăшкăрса юрласа ятăм: "Сĕм-сĕм вăрмань, Сурăм вăрмань...”
Категори: Николай Карай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (18.06.2010)
Миçе çын вуланă: 329 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz