Шăматкун, 25.07.2026, 08:14
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 301-305
Страницăсем: « 1 2 ... 59 60 61 62 63 ... 107 108 »

Сывă чух вăхăт çук ватăлма,
Майĕ пултăр ĕçпе савăнма.
Иртнине хумханса асăнатпăр,
Малалла тинкерсех ватăлатпăр.

Пурнăçра çул кăтарттăр ватти,
Ватă çынсăр килте мĕн латти.
Кашни çыншăн пĕрех килет ватлăх,
Пурнас мар çĕр çинче кăшт çеç ятлăх.

Тарпа пиçнĕ эсир яшлăхра,
Ма ыр кун курас мар ватлăхра?
Ахальтен каламасть-çке ват халăх:
«Ватлăхра ан пăрахтăр патшалăх!»

Сывлăх пултăр сире, Ватăсем!
Ырлăх пултăр сире, Ватăсем!
Ман усрасчĕ сире ватăлмасăр,
Пурнăçран нихăçан татăлмасăр.
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 403 | Author: Николай Гаврилович Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 21.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ик куç тулли — çывăх тăван...
Тăван пулсан — чунра аван.
Савăнтарать тăван пурри,
Асра юлать ташши-юрри!

Сĕтел тулли — ĕçме-çиме...
Йышпа пулсан — кĕрлет ниме.
Савăнтарать тăван пурри,
Асра юлать ташши-юрри!

Йĕри-тавра — хăна-вĕрле...
Хăна пулсан — эпир пĕрле.
Савăнтарать тăван пурри,
Асра юлать ташши-юрри!

Çаплах кĕтетпĕр аттене
Аттен паян — çуралнă кунĕ:
Тултармаллачĕ — шăп çĕр çул!
Вут-вăрçăра вăл пуçне хунă —
Пулман киле килме ун çул.

Аттен паян — çуралнă кунĕ:
Вăл пурăннă — шăп хĕрĕх çул!
Вут-вăрçăра ун юхнă юнĕ —
Ăна телей пӳрмен кун-çул.

Аттен паян — çуралнă кунĕ:
Аттесĕр эпĕр — утмăл çул!
Пирĕнпелех пурнать ун чунĕ,
Аса илсен — тухать куççуль.

Аттен паян — çуралнă кунĕ:
Тултармаллаччĕ — шăп çĕр çул!
Атте çуртийĕ ĕмĕр çунĕ:
Кĕтетпĕр, кĕтрĕмĕр кун чул...
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 354 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 21.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кăнтăртан вĕрсен ăш çилĕ,
Атăл лăпкăн хумхансан,
Шупашкарăмăрăм çийĕн
Ирхи кĕвĕ пуçлансан —
Ытарма çук ырă туйăм
Вăй-хăватлăн çĕкленет..
Чăваш Ен — тăван çĕршывăм
Ешерсе чечекленет!

Ирсерен Мускав сассийĕ
Ĕçлеме вăй-хал парсан,
Чăвашсен те пулассийĕ
Тата чаплă çывхарсан —
Ытарма çук ырă туйăм
Вăй-хăватлăн çĕкленет...
Чăваш Ен — Тăван çĕршывăм
Ешерсе чечекленет!

Çут хĕвелĕмĕр хĕлхемлĕн,
Тараватлăн йăл кулсан,
Уй-хирте тыр-пул илемлĕн
Хумханса ларать пулсан —
Ытарма çук ырă туйăм
Вăй-хăватлăн çĕкленет...
Чăваш Ен — тăван çĕршывăм
Ешерсе чечекленет!
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 374 | Author: Николай Гаврилович Ершов-Янкер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 21.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ачалăхри савăк кунсем
Иртрĕç çиçĕм пек.
Яш чухнехи ыр вăхăтсем
Чăн та иçĕм пек...
Пурнăç çулĕ такăр мар
Теççĕ авалтан,
Атте-анне пилленине
Асра тыт малтан!

Чăпар кăвак кăвакарчăн
Ларчĕ çурт çине.
Тăнăç пурнăç кайăкне эс
Курмăн вăрçнине...
Хăв суйланă мăшăрна
Юрат ĕмĕрне.
Пурнăç пур пĕр иккĕ килмест —
Савăр пĕр-пĕрне!

Кун-çул шăвать шыв юххи пек —
Чарма çук ăна.
Эпир вара çак çĕр çинче
Хăнара кăна...
Пĕрле ӳснĕ тантăшсем
Ялан чĕрере.
Тус-юлташпа пурăнмалла
Çутă тĕнчере!

Сас параççĕ хур кайăксем
Çӳллĕ тӳпере,
Çунатсемпе сулнă майăн
Ыр сунаç пире...
Пурнăç курнă ватăсем
Юлччăр хисепре.
Вĕсен ăслă халалĕсем
Пулччăр чи тĕпре!
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 366 | Author: Николай Янкер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 21.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Эпĕ мĕн пĕчĕкренех суйма юратнă. Авланма вăхăт çитсен, хам пекех суйма пултаракан арăм шыраса хăшкăлтăм. 
Пĕр хĕр-упраçпа паллашрăм. Урампа иртсе пыратпăр, алăма анкарти еннелле тăсрăм та çухăрса ятăм:
— Вăн кашкăрсем! — терĕм.
— Ăçта, ăçта!? — хăраса ÿкрĕ ман хĕр.
Ку хĕрачаран пулмасть тесе унпа çÿреме пăрахрăм.
Тепĕр пике çумне çыпăçрăм, ку та "Ăçта, ăçта?” тенипе мана юраймарĕ.
Юлашкинчен Маруçа савма тытăнтăм.
— Вăн кашкăрсем! — тесе каллех хам меслетпе усă куратăп.
— Чăнах та, тăхăр кашкăр, малта ертÿçи! — терĕ хавхаланса ман тусăм.
Кунпа çемье çавăрма калаçса татăлтăмăр. Туй тума укçа тупас тесе эпĕ пĕр яла платник эртелĕпе пуян çын патне сарай, мунча тума кÿлĕнтĕм, Маруç юнашар яла, фермер хуçалăхне вырнаçрĕ.
Эпĕ питĕ хытă хуçа патне лекрĕм, ăна "тимĕр пăрçа” тесен те йăнăш пулмасть. Пĕррехинче çакăн арăмĕ кăнтăрлахи апат пĕçерме тытăннă, крыльца умне тухрĕ:
— Çтаппан, çăмарта яшки пĕçерес тетĕп: пĕр çăмартинех ярас-и е çур çăмартине çеç? — ыйтать упăшкинчен.
— Пĕçер пĕр çăмартинченех, пĕтĕм ял халăхĕ тĕлĕнтĕр! — хушрĕ мăшăрĕ.
Çапла çав кун эпир "çăмарта яшки” çирĕмĕр. Хыт кукар пире пĕрмай купăста çитерсе йăлăхтарчĕ: купăста яшки, çĕр улмипе тăварланă купăста, салат...
— Ав епле чаплă ман купăста! — мухтанать хăй.
— Сирĕн купăста лайăх, тутлă. Вăт пирĕн ялта Лябаçь карчăкки пур, ун купăста-тăк купăста! Пĕр кĕркунне вăл кил картине купăста тăварлама касса ларнă, сасартăк çавра çил килсе купăста çулçисене вĕçтерсе пĕлĕте хăпартнă, яла çулçăсемпе хупласа лартнă, — терĕм.
— Суятăн пуль, ун пек купăста пулма пултараймасть, — терĕ хыт каçмак.
— Юнашар ялта Маруç ятлă хĕр пур, вăл пирĕн ялтан, ĕненместĕр пулсан, унран ыйтса пĕлĕр, — терĕм.
Ман пулас арăма чĕнсе килчĕç, ыйтрĕç, тĕлĕнчĕç.
— Купăста çулçисем яла хупланă чухне эпĕ салари чиркÿре пулнă, кайран çав купăста кучанĕнче мунча турĕç, мунчинче эпĕ те çăвăннă, — çапса хуçрĕ çаксене Маруç.
Пĕр кана хуçа пире хăяр çитерсе анратрĕ: рассольник, тăварланă хăяр тата ытти те.
— Вăт ман хăяр епле пысăк, таса, — тет.
— Сирĕн хăяра тиркеме çук, аван, — терĕм. — Пирĕн ялта Марине аппан çапла хăяр ÿснĕ, çав хăяр çине пушмак пăру малти пĕр урипе кĕрсе кайнă та виççĕн аран туртса кăлартăмăр, — юптаратăп çаксене.
— Çук, ун пек хăяр пулма пултараймасть, суятăн, ĕненмест кил хуçи.
— Чĕнсе килсе ыйтăр леш Маруçран, вăл суйма памасть, — тыттаратăп кулака.
Ман савнине каллех чĕнсе килчĕç, тĕпчерĕç.
— Пăру хăяр ăшне кĕрсе кайнине эпĕ курман, илтнĕ çеç, анчах кайран çав хăяр ăшĕнче общежити турĕç, унта пилĕк учительница пурăнчĕç, — манран та ирттерсе лартрĕ ман тусăм.
Ĕçлерĕмĕр, укçа турăмăр, туй кĕрлерĕ 3 кун, унтанпа 54 çул иртрĕ. Арăмпа шăкăл-шăкăл калаçса пурăнатпăр, 4 ача пăхса çитĕнтертĕмĕр. Суйма та пĕлес пулать!
Геннадий Сергеев | Миçе çын пăхнă: 467 | Author: Геннадий Сергеев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.04.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2026Сделать бесплатный сайт с uCoz