Вырсарникун, 12.01.2025, 08:49
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 291-295
Страницăсем: « 1 2 ... 57 58 59 60 61 ... 107 108 »

Хамăр ял — Пайсупин — тĕлĕнче пĕчĕк автобуса вырнаçрăм. Яланхиллех, ир-ирех халăх йышлă салонта. Пĕр ватă хĕрарăмпа çума-çумăн лартăм. Типшĕмрех сăн-питлĕ хăй. Тути хĕррисем кушăхнă. Аллинче — туя. Куçĕсене енчен енне çавăрттарса сăнаса пырать. Чĕмсĕр пыма аванах мар. Иксĕмĕр хушăмăрта сăмах хутаççи сÿтĕлме тытăнчĕ. 
Çамрăках мар-ха çумри хĕрарăм. Виçĕ çул каялла сакăр вуннă урлă каçнă. Трак тăрăхĕнчи Мăн Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринчи пĕчĕк ялта пурăнать хăй. Калаçма, паллах, кивçене каймасть. Турра ĕненет иккен. Аллă çула яхăн алла эрех-сăра таврашне тытман. Хăй мĕншĕн кăмăлсăр пулнине те пытармарĕ. Вăрнар чиркĕвĕнче пулнă иккен ĕнер… 
— Пачах ĕçместпĕр тени, тен, хăвăр Турра ĕненнипе çыхăннă? — ыйтуллăн пăхрăм сенкер куçĕнчен. — Чăннипех те патриот пекех, хăвăра чун-чĕререн парăннă çын, эппин.. 
— Чун-чĕререн хама парăннă, парăнман-и… ăна çÿлти Турă пĕлет. Çавах та ĕçкĕçсене çав тери кăмăлламастăп эпĕ. Ух, çав тери кураймастăп, — сассине хăпартса каларĕ ватă. — Кураймастăп…
Хаçат çине çырма мар, паллах… Э-э-э, тепĕр майлă шутласан, çыр, çырса кăлар, хам ят-хушамата çеç ан палăрт, — куçĕсене мăчлаттарчĕ 83 çулхи ватă. — Турă çыннине чуна уçса каланăшăн… 
Мĕн пирки чуна уçса калаçрĕ-ха ватă манпа? Акă мĕн ыраттарать чуна!.. 
Пĕрремĕшĕ — хăй пĕчĕк ялта хăлтăр-халтăр çуртра пурăнни… Иккĕмĕшĕ — йăмăкĕн килпетсĕр кун-çулĕ, кĕске ĕмĕрĕ. Виççĕмĕшĕ — унăн çурма тăлăха юлнă ачисен хÿтлĕхсĕр пурнăçĕ. 
Ялта, ятне асăнмăпăр ĕнтĕ, паян-ыран йăтăнса анас çуртра тĕпленнĕ ватă. Ырлăх-пурлăх ытлă-çитлĕнех мар унăн. Вутăпах хутса ăшăнать. "Сенкер çулăмпа” усă курма шутламан та пуль…
Ватлăх укçи-тенкипе, тен, саплаштарма та май пулнă хăй вăхăтĕнче. Çине тăман-ши? Тĕрĕссипе, çине тăрсан та кама юлĕ-ха пур-çук пуянлăх? Хăй вăхăтĕнче çемье çавăрманни те ура хурать халь. Эх, юнашар юратнă мăшăр пулсан халь… Епле çирĕп тĕрев пулĕччĕ вăл ватлăхра… Çамрăклăха аса илсен куç лакăмĕсене туххăмрах вĕри тумламсем капланаççĕ.
Аллă çула яхăн хаяр шĕвекрен писни. Никам та чарман, никам та пăрахтарман… Ирĕке, харпăр хăйне шанни, харпăр хăйĕнчен çирĕп ыйтни ютшăнтарнă çеç ĕçкĕ-çикĕ ытамĕнчен. 
Шел, йăмăкĕ урăхларах çул-йĕр хывнă çав. Эрех-сăра серепине çакланниех тĕп тунă ăна. Икĕ ачи пĕчĕклех хăрах çунат айĕнче юлнă. Мăшăрĕн хевтинче ăçтан-ха ăслă-тăнлă, тăрăшуллă, кăмăллă ача çитĕнтĕр? Арçын арçынах пуль, темле ăш пиллĕ пулсан та, ача-пăча ун патне ытла туртăнмастех. Арçынăн пепкисем валли кăмăл-сипечĕ урăхларах-çке. Хĕрарăм ачана çуратнă…
Кинемин чун ыратăвĕ йăмăкĕн ачисен пуласлăхĕпе, ыранхи, паянхи шухăш-кăмăлĕпе çыхăннă тата. 
— Ашшĕ ĕçмест-ха. Унăн кăмăл-туйăм савăк чун-чĕрере. Уйрăм тепĕр кăшлакан, ăша çав тери вăркаттаракан тĕслĕх канăç памасть-ха мана, ватăна. Йăмăкăн ачисем çав териех ĕçме юратни чун-чĕрене ыраттарать. Халь вĕсем çитĕннĕ, салтакра та пулчĕç иккĕшĕ. Чи асли авланса та пăхрĕ, ачи те пур. Эх, çав хаяр шĕвеке пула мăшăрĕ уйрăлса кайрĕ, — хаштах сывларĕ хĕрарăм. — Ман патра пурăнать-ха вăхăтлăха. 
Чи асли эрех-сăрапа туслашнă пулсан… Шăллĕ, тен, пурнăç çине урăлла, урă куçпа пăхать? Çук иккен… Ÿсĕрĕлсен пачах латти çук унăн. Хирĕçме, тавлашма яланах хатĕр вăл. Шел çумри мăшăрне пĕрле пурăнма, ĕçлеме тата ача-пăча пăхса çитĕнтерме. 
Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, тенĕ ваттисем. Тĕп-тĕрĕсех те каланă пуль… Ашшĕ-амăшĕ ăмăртмаллах ĕçсен, хирĕçсен, ăçтан-ха кил-çуртра тивĕçлĕ йĕрке пултăр. Паллах, хăналăхри пурнăçра кил ăшши хаклăрах пуриншĕн те… Эпĕ çапла шутлатăп.
Георгий Тусли пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 363 | Author: Гнорги Тусли | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 26.10.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

     Ял çумĕнчи  Ыртус кÿллине пурте лайăх пĕлеççĕ. Пысăках мар вăл. Хăй ĕмĕрĕнче тем те курнă, тем те тÿснĕ çак кÿлĕ. Ун çинчен хывнă юмах-халапа пĕтĕм ял-йыш пĕлет. Мана та асатте каласа кăтартнăччĕ. Эпĕ вара сире каласа паратăп.
     Çуллахи  вăхăтра виçĕ кун хушши пĕр чарăнмасăр çумăр лÿшкерĕ. Витререн тăкнă пек çунипе ял çумĕнчи кÿлĕ те тулса кайрĕ. Пĕр каçхине ял халăхĕ çывăрма выртсан кÿлĕ çывăхĕнче сасартăк кĕмсĕрт! туни илтĕнчĕ. Ытти çынсем те илтрĕç, те илтмерĕç, анчах та эпĕ (ку вăл ман асатте, вăл Хĕветĕр ятлă) кÿлĕ çывăхнерех пурăннă пирки çак сасса уççăнах илтрĕм. Тул çутăличченех мĕн пулчĕ-ши тесе шухăшласа выртрăм. Ирхине ирех тăтăм та ял йĕри-тавра пăхса çаврăнтăм, анчах нимĕн те асăрхамарăм. Вара кÿлĕ патне  кайса пăхма шутларăм. Хĕвел те шуса тухрĕ, кайăксем те юрлаççĕ, темиçе кун çумăр çунă хыççăн çанталăк уяртса ячĕ. Кÿлĕ çине сăнасарах пăхса илтĕм – нимĕн те улшăнман пек. Ирхи тÿлек те лăпкă çанталăкпа киленсе тăратăп… Сасартăк кÿлĕ çийĕн темле ăнланмалла мар сасă илтĕнсе кайрĕ. Сасси вăйланса та вăйланса пырать. Кăшт тăрсан кÿлĕ варринче пĕр пысăк пуç курăнса кайрĕ: ни çын пуçĕ пек мар, ни пулă пуçĕ мар – тискер те хăрушă. Хăранипе те тĕлĕннипе пĕтĕм вăйран хыттăн кăшкăрса ятăм. Ал-ура хускалми пулса ларчĕ, вырăнтан та хусканаймастăп. Çак тискер чун ним пулман пек манпа калаçма пуçларĕ.
 - Мĕн кăшкăратăн? – тет хайхискер.
     Манăн вара хирĕç сăмах чĕнме  чĕлхе те çаврăнмасть. Аран-аран хама алла илтĕм те: «Эсĕ пирĕн кÿлле ăçтан лекнĕ? – терĕм. Вăл вара çапла каласа ăнлантарчĕ.
 - Эпĕ ĕнер каçхине çумăр çунă вăхăтра  çÿлтен персе антăм. Манăн атте – Шыв патши, мана сирĕн кÿлле килсе ячĕ. Мĕншĕн тесен çак кÿлĕ тавра кашни каç Усал вăйсем пуçтарăнаççĕ, кÿлĕ тĕпĕнче хăйсем валли пысăк çурт лартаççĕ, усал ĕçсем тума кавар тăваççĕ. Çынсем пĕр-пĕринпе туслă та килĕштерсе пурăннине юратмаççĕ, çынсем савăнса-кулса пурăннине кураймаççĕ, çынсем çирĕп сывлăхлă вăй-халпа кунĕн-çĕрĕн тăрăшса ĕçленине чăтма пултараймаççĕ. Вĕсем усал вăй ярса тăнипе çынсем пĕр-пĕрне ăнланми пулаççĕ, пĕр-пĕринпе вăрçса-харкашса пурăнма пуçлаççĕ, хуйхă-суйхă айне путаççĕ, йывăр чир-чĕрпе асапланаççĕ, хытă чĕреллĕ пулса тăраççĕ. Çавăнпа мана атте çак Усал вăйсемпе кĕрешме, вĕсене пĕтерме ячĕ те ĕнтĕ сирĕн кÿлле. Анчах мана пĕччен вĕсемпе тупăшма йывăр пулать. Кăмăлу пулсан пулăш эсĕ мана. Эпĕ Ыртус ятлă. Иксĕмĕр пĕр шухăш-кăмăллă пулар.
 - Эпĕ Хĕветĕр ятлă. Санăн ырă сăмахусем мана килĕшрĕç. Эпĕ сана пулăшма хаваспах килĕшетĕп. Тус-юлташлă пулар, пĕрле ырă ĕçсем тăвар, - терĕм эпĕ.
 - Анчах эпĕ шывра сывлаймастăп вĕт-ха.
 - Ан кулян, çак симĕс шĕвеке виçĕ сыпкăм ĕç те – ишме те пултаратăн, вăйу та çителĕклех пулĕ.
     Эпĕ Ыртус панă шĕвеке ĕçрĕм те – хул пуççисем çинче пуллăнни пек çунатсем ÿссе ларчĕç. Хăранипе пĕшкĕнсех лартăм.
 - Ан хăра! Вĕсем сана шывра çÿреме кăна кирлĕ, шывран тухсан – хăйсемех çухалаççĕ.
     Çĕнĕ туспа иксĕмĕр шыва кĕрсе кайрăмăр. Кунта пачах та урăх тĕнче! Шыв курăкĕ, шыв чечекĕ, шыв чĕр чунĕ, шыв кайăкĕ… Пулли тата миçе тĕрлĕ-ши?
     Ишсен-ишсен пĕр пысăк  шăтăка кĕрсе кайрăмăр. – Кунта пире никам та тупаймасть, - терĕ Ыртус.  Эпир сĕтел хушшине кĕрсе лартăмăр та Усал вăйсемпе еплерех кĕрешмелли çинчен канашларăмăр.
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 392 | Author: Данилова Мария Юрьевна | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 23.10.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

     Манăн асанне пур. Вăл Кĕтерне ятлă. Пушă вăхăт тупăнсанах эпир унпа яланах шăкăл-шăкăл калаçса ларатпăр. Эпĕ ăна питĕ юрататăп. Вăл тем тĕрлĕ юмах та, тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш те, тем тĕрлĕ халап та пĕлет. Çывăхри вăрман çинчен, улăх-çаран çинчен, шыв-шур çинчен нумай каласа кăтартнă вăл мана. Хальхинче вара сăмах-юмах кÿлĕ çинчен пулчĕ.
      Асанне çуралса ÿснĕ ялтан инçех мар пĕр çавра кÿлĕ пулнă. Çав кÿлĕ çинчен халăх хушшинче темĕнле халап та çÿренĕ. Асанне илтнĕ тăрăх, çав кÿллĕн шăп варринче пĕчĕк утрав пулнă. Ун çинче сăмахпа каласа пама май çук тĕлĕнмелле хитре чечек ÿснĕ. Çав чечек çинче хĕп-хĕрлĕ виçĕ çырла илĕртсе ларнă. Анчах та пĕр çырлине те никам та татса илме хăяйман.
     Пĕррехинче пĕр чухăн старик хăйĕн йывăр хуйхине пусарас тесе нимĕн тума аптранипе кимĕ çине ларнă та утрав çинелле çул тытнă. Çак ырă кăмăллă мучие ялта пурте хисепе хунă, хăй те çынсене нумай пулăшнă. Анчах та хăйĕн инкек сиксе тухсан пĕр çын та пулăшма пултарайман, мĕнле пулăшмаллине пĕлмен. Мĕншĕн тесен унăн пĕртен-пĕр юратнă мăнукне тухтăрсем те, ялти карчăк-сиплевçĕсем те сыватайман. Чирĕ вара кашни кунах амаланнă, чипер хĕр ача начарланнăçемĕн начарланса пынă. Нинукăн ашшĕпе амăшĕ те чире пулах вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çавăнпа та Унтри мучи мăнукне çухатасран хăрать, ăна епле те пулсан сыватасшăн çунать. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ, пĕртен-пĕр савăнăçĕ унăн вăл.
     Акă Унтри мучи кимми утрав патне çитсе чарăннă. Старик кимĕ çинчен аннă та хăй сисмесĕрех чечек умне пырса чĕркуçленсе ларнă. Куçĕсенчен куççулĕ  шапăртатнă. «Эй, Турă! Çăлсам манăн Нинука, сыватсам пепкеçĕме! Вилме ан парах ăна, Çÿлти Турă! Ыйтатăп, тархаслатăп, йăлăнатăп! Пулăшсам Нинукăма!» - тенĕ вăл куççуль витĕр. Мучин  хурлăхлă куççулĕ чечек çине ÿкнĕ те – çепĕç те илемлĕ кĕвĕ янăраса кайнă. Старик ура çине сиксе тăнă та чечек çине тĕлĕнсе пăхнă. Чечек çинче виçĕ хĕрлĕ çырла! Куçа шартараççĕ, асамлăн курăнаççĕ. «Эпĕ ăсран тайăлтăм-ши?» - тесе мучи пит-куçне шывпа çуса илме шутлать. Шыв çинелле пĕшкĕнет те – ун çине хăйĕн сăнĕ мар, чипер пике сăнĕ пăхать иккен. «Ман чечек çинче виçĕ çырла пур, санăн вĕсене илмелле те шыва кĕрсе ман тымар çине хурса ямалла. Вĕсем мана вăй параççĕ. Эпĕ ыйтнине тусассăн сана «сывлăх шерпечĕ» паратăп. Çулĕ çăмăл мар. Ăнăçу пултăр!» - тет çак чиперкке сăнĕ.
     Унтри мучи шикленкелесе шыва кĕрсе кайнă. Утнă-утнă вăл шыв тĕпĕнче часрах тымар патне çитес тесе. Çулĕ чăнах та çăмăл мар иккен: тумхахлă, хăрушă… Çырласене чиперех асăрханкаласа йăтса пынă-ха вăл. Ак тамаша! Пĕр çырли ÿкет те çурăлса каять. Мĕн тумалла ĕнтĕ халь. Куляннипе мучин алли-ури чĕтреме тытăннă. Инкек çине синкек тенĕ пек, ăнсăртран мучи такăннă та тепĕр çырли аллинчен тухса ÿкнĕ. Шыранă-шыранă ват çын – тупайман. Пĕртен-пĕр çăлăнăç – алăри юлашки çырла! Сылтăм ал лаппи çинчи çырлана ÿкерес марччĕ тесе Унтри мучи малалла тăнкăлтатнă. Чечек тымарĕ патне çитесси темиçе утăм çеç юлнă. Сасартăк таçтан хăяматран шыв çĕленĕ шуса тухнă та  алă çинчи çырлана хыпса çăтса янă. Пĕтрĕ пуç! Юлашки шанчăк та сÿнчĕ. Старик аран-аран юлашки вăй-халпа тымар патне çитсе ÿкнĕ. Чунĕ кÿтсе килнипе тымара ыталаса илнĕ те ÿлесе макăрса янă.
     Мĕн чухлĕ вăхăт иртнĕ-ши? Унтри мучи пуçне çĕклесе пăхнă та – тымар çинче пĕр пĕчĕк кĕленче савăтпа «сывлăх шерпетне» курах кайнă. «Нинук! Мăнукăм! Чире çĕнтеретпĕр! Кĕт мана! Эпĕ час…» - савăннипе кăшкăрсах янă мучи. Вăл тымара чуп туса илнĕ те çĕре çити пуç тайнă. Унтан кĕленче савăта çирĕппĕн чăмăртаса тытса хăй килнĕ çулпа каялла уттарнă.
     Шыв тĕпĕнчен илсе килнĕ асамлă шĕвеке пĕр эрне ĕçнĕ хыççăн Нинук сывалнă, малтанхи пекех аслашшĕпе чĕвĕл-чĕвĕл калаçма, выляма-кулма пуçланă. Унтри мучи мăнукĕ çине пăхса савăнса çеç пурăннă. Урăх мĕн кирлĕ ватă çынна.
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 308 | Author: Бобылева Наталья Юрьевна | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 23.10.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

     Хурăнкас ялĕ – пĕчĕк ял. Вăл вăрман хĕрринче  ларать. Ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл. Ун çывăхĕнче кÿлĕ çуталса выртать. Ăна Ылхан кÿлли теççĕ. Çав кÿлĕре Шывçă пурăнать имĕш. Вăл ытла та тискер иккен: шыв курăкĕсемпе витĕнсе ларнă, сăнĕ-пичĕ хăрушă, аллисем вăрăм, урисем кĕске. Ун йĕри-тавра тарçисем чупкаласа çеç çÿреççĕ. Çак тарçăсем –  питĕ илемлĕ шывçисем (çунатлă хĕрарăмсем). Вĕсем шыв хĕррине тухса лараççĕ  те çынсене илĕртсе шыва путараççĕ. Вара вĕсене Шывçă чура туса хурать те хăй патĕнче ĕçлеттерет. Шывçисем ытларах çамрăк та ăслă ачасене улталаса-илĕртсе хăйсен тĕнчине илсе анаççĕ.
      Хурăнкас ялĕнчи Юманпа Илемпи те  ăнсăртран шыв тĕнчине çакланаççĕ. Мĕнле лекеççĕ-ха вĕсем унта?
     Пĕр уяр кун Юманпа Илемпи карçинккасем илсе вăрмана кăмпа татма каяççĕ. Çумăр хыççăн кăмпа нумай тухса тулнă: шур кăмпа, кăрăç кăмпи, хурăн кăмпи… Куç тĕлне пулнă кăмпана савăнсах пуçтараççĕ вĕсем. Акă карçинккасем те туп-тулли ĕнтĕ. Йăтмалла та килелле вĕçтермелле. Анчах инкек куçа курăнса килмест теççĕ ваттисем. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ кăмпа шыраса вăрмана шалах кĕрсе кайнă иккен. Пуçĕсене çĕклесе пăхаççĕ те… Ни çул курăнмасть, ни ял курăнмасть. Хăйсем аташса кайнине туйса илсен Юманпа Илемпи шикленсе каяççĕ.
     Акă каç та пулать. Вăрманта тĕттĕм, хăрушă… Кашни сасă чуна çÿçентерет. Пĕр тăвансем шанчăка çухатмаççĕ-ха, çаплах килелле каймалли çул-йĕр шыраççĕ. Сасартăк темле сасă илтĕнсе каять. Çепĕç, илемлĕ сасă, анчах çын сасси пек мар. Ачасем ирĕксĕрех сасă илтĕннĕ еннелле каяççĕ. Пăхаççĕ те – кÿлĕ хĕрринче пĕр шывçи лара парать. Тĕттĕмре ун çийĕнчи тумтирĕ ялтăртатса çеç тăрать. Халиччен кун пеккине курманскерсем, хăрасах каяççĕ. Шывçи юрлама тытăнать. Ачасем ним шухăшлама пĕлмесĕрех шывçи патнелле утса пыраççĕ. Çитнĕ-çитмен шывçи вĕсене шывалла сĕтĕрсе кĕрсе каять…
     Шыв тĕпĕнче Юман вăранса каять те хăй темле пысăк пÿлĕмре пĕр-пĕччен выртнине курать. Йăмăкĕ çук! Ăçта кайса кĕнĕ-ха Илемпи?
     Илемпие тепĕр пÿлĕме хупса хунă иккен. Вăл та вăранса каять те  тÿрех пиччĕшĕ çинчен шухăшласа илет.
     Çав вăхăтра Шывçăпа шывçисем ку ачасемпе мĕн тумалли çинчен шутласа ларнă. Чи малтанах вĕсене тупмалли юмахсем парса пăхар теççĕ. Кайран куç курать унта!
     Тарçăсем Юманпа Илемпие хăйсен пÿлĕмĕсенчен илсе тухаççĕ. Вĕсем симĕс тĕслĕ икĕ хутлă пысăк çурт патне ишсе çитеççĕ. Тарçăсем вĕсене пÿрте кĕртсе яраççĕ. Пĕр тĕттĕм пÿлĕмре Шывçă  ларать. Ачасем ун умне пырса тăраççĕ те хăраса каялла чакаççĕ. Шывçă ытла та хăрушă сăнлă иккен. Вăл хăйĕн тарçисене ачасене иккĕмĕш хута илсе хăпарма хушать.
     Иккĕмĕш хутра виçĕ пÿлĕм пулнă: пĕри – симĕс, иккĕмĕшĕ – хĕрлĕ, виççĕмĕшĕ хура тĕслĕ. Кашни пÿлĕмĕнче пĕрер шывçи ларать. Чи малтан Юманпа Илемпие хура пÿлĕме кĕртсе яраççĕ. Хура тĕслĕ вăрăм кĕпе тăхăннă шывçи калать: «Пÿлĕмре виçĕ кăкшăм ларать, пĕринче – пулă. Пулă хăш кăкшăмрине пĕлсен  хĕрлĕ пÿлĕме каятăр, пĕлмесен – çак хура пÿлĕмре ĕмĕрлĕхех юлатăр», - тет.
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 278 | Author: Кузнецова лидия Петровна | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 23.10.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

    Чăваш ялĕ. Тÿрĕ те сарлака урамсем. Тăпăл-тăпăл илемлĕ çуртсем. Вĕсенчен пĕринче хăйĕн ашшĕ-амăшĕпе Марине ятлă хĕр ача пурăннă. Вăл ăслă-тăнлă та хитре пулнă. Ун çине ял çыннисем юратса пăхнă. Вăл хăйĕн сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пурне те килĕшнĕ. Вĕсен кил-çурчĕ те яланах таса та тирпейлĕ пулнă, хăйсем те çынсене тарават кĕтсе илнĕ.
     Пĕррехинче вĕсем пурте уя ĕçлеме кайнă. Ĕçлеççĕ-ĕçлеççĕ вĕсем… Хĕвелĕ те хытă хĕртет, çилĕ те çук… Кĕленче савăтри шыва та ĕçсе яраççĕ хайхисем. Акă вĕсем шывсăр аптрама пуçлаççĕ. Мĕн тумалла? Яла кайма инçерех, шăрăхра утма та кансĕр. Çывăхрах пĕр-пĕр çăлкуç çук-ши тесе шырама каяççĕ. Кайсан-кайсан халиччен çын ури ярса пусман вырăна çитсе тухаççĕ. Унта… Çăлкуç çуталса выртать иккен. Савăннипе шыв патне чупсах пыраççĕ кусем. Пĕлмен те, сисмен те çав вĕсем ун чух çак çăлкуç ырă маррине…
     Типсе çитнĕскерсем, виççĕшĕ те харăсах аллисене шыв еннелле тăсаççĕ çеç, çăмламас та çирĕп алă вĕсене шывалла сĕтĕрсе кĕрсе каять. Ку – çăлкуç хуçи, кăвак ÿтлĕ, вăрăм сухаллă, самăр старик. Кам та кам çак çăлкуç патне шыв ĕçме хăйса пырать, çавсене пурне те хăйĕн патшалăхне илсе каять. Халĕ вара Марине çемйине те çав шăпа килсе çапать, кĕтмен-туман çĕртенех старик серепине çакланаççĕ. Кунта вара вĕсен старик мĕн хушнине ним хирĕçлемесĕр пурнăçлас пулать.
     Çăлкуç хуçи «çĕр çинчен килнĕ хăнасене» пĕр кун хушши хăйĕн патшалăхĕпе паллашма ирĕк парать. Маринепе ашшĕ-амăшĕ йăлтăркка чулсем сарнă çулпа утса пыраççĕ. Икĕ енĕпе те илемлĕ çуртсем тăрса юлаççĕ. Çуртсем умĕнче шĕвĕр тăрăллă йывăçсем кашласа лараççĕ, тĕрлĕ тĕслĕ чăп-чăмăр чечексем ÿсеççĕ. Урам вĕçĕнче старикĕн керменĕ йăлтăртатса ларать. Пăхсан – куç-пуç алчăрать! Марине ăмсанса та савăнса çапла шухăшлать: «Пирĕн ял çак пуян та илемлĕ  патшалăх пек пулсанччĕ. Çак чаплă кермен – пирĕн пÿрт пулсанччĕ. Хĕпĕртесе çеç пурăннă пулăттăмăр».
     Тепĕр кунне старик Марине çемйине чĕнсе илет те çапла калать: «Эсир мана темиçе ĕç туса паратăр. Пĕр турткаланмасăр тăрăшса ĕçлесен эпĕ сире киле те яма пултаратăп. Пĕр лаптăк çĕре сухаламалла, йăрансем туса пахча çимĕç лартса ÿстермелле, унтан пуçтарса кĕртмелле. Тата ман  валли ăшă тумтир çĕлесе памалла».
     Пуçланчĕ хайхи ĕç-пуç. Марине ашшĕ çĕре сухаласа пачĕ, амăшĕ çип çапнă пек тÿп-тÿрĕ йăрансем туса тухрĕ, Марине йăрансем çине тĕрлĕ пахча çимĕç вăррисене акрĕ. Мĕн акни-лартни шăтса тухсан çум çумларĕç, çĕре кăпкалатрĕç. Çитĕнсе çитсен пахча çимĕçе пуçтарса кĕртрĕç. Ăнса пулнă тухăçа аран-аран старик патне йăтса пĕтерчĕç. Çакăн чухлĕ пахча çимĕçе курсан шыв тĕнчин хуçи тĕлĕнсех кайрĕ. Халиччен ун патĕнче никам та çанна тавăрса кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлемен. Кун чухлĕ апат-çимĕç те ăна никам та хатĕрлесе парайман. Чунтан савăнчĕ старик. Маринен амăшĕ ал ăсти те иккен. Вăл старик валли типтерлĕ çи-пуç та çĕлесе пама ĕлкĕрчĕ. Уншăн та хĕпĕртерĕ шыв хуçи.
     Ырми-канми ĕçленĕшĕн, хăйĕн кăмăлне тултарнăшăн старик çĕр çинчен килнĕ çынсене пĕр пулă парнелет. Пулли вара ахальли мар. Çав асамлă пулла алă çине хуратăн та хăвăн ĕмĕт-шухăшна пĕлтеретĕн. Пулă вара эсĕ мĕн ыйтнине туххăмрах пурнăçлать.
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 309 | Author: Григорьева Елена Андреевна | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 23.10.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz