Кăнтăртан вĕрсен ăш çилĕ, Атăл лăпкăн хумхансан, Шупашкарăмăрăм çийĕн Ирхи кĕвĕ пуçлансан — Ытарма çук ырă туйăм Вăй-хăватлăн çĕкленет.. Чăваш Ен — тăван çĕршывăм Ешерсе чечекленет!
Ирсерен Мускав сассийĕ Ĕçлеме вăй-хал парсан, Чăвашсен те пулассийĕ Тата чаплă çывхарсан — Ытарма çук ырă туйăм Вăй-хăватлăн çĕкленет... Чăваш Ен — Тăван çĕршывăм Ешерсе чечекленет!
Çут хĕвелĕмĕр хĕлхемлĕн, Тараватлăн йăл кулсан, Уй-хирте тыр-пул илемлĕн Хумханса ларать пулсан — Ытарма çук ырă туйăм Вăй-хăватлăн çĕкленет... Чăваш Ен — тăван çĕршывăм Ешерсе чечекленет!