Юнкун, 27.11.2024, 06:32
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Геннадий Сергеев

Суйма та пĕлес пулать
Эпĕ мĕн пĕчĕкренех суйма юратнă. Авланма вăхăт çитсен, хам пекех суйма пултаракан арăм шыраса хăшкăлтăм. 
Пĕр хĕр-упраçпа паллашрăм. Урампа иртсе пыратпăр, алăма анкарти еннелле тăсрăм та çухăрса ятăм:
— Вăн кашкăрсем! — терĕм.
— Ăçта, ăçта!? — хăраса ÿкрĕ ман хĕр.
Ку хĕрачаран пулмасть тесе унпа çÿреме пăрахрăм.
Тепĕр пике çумне çыпăçрăм, ку та "Ăçта, ăçта?” тенипе мана юраймарĕ.
Юлашкинчен Маруçа савма тытăнтăм.
— Вăн кашкăрсем! — тесе каллех хам меслетпе усă куратăп.
— Чăнах та, тăхăр кашкăр, малта ертÿçи! — терĕ хавхаланса ман тусăм.
Кунпа çемье çавăрма калаçса татăлтăмăр. Туй тума укçа тупас тесе эпĕ пĕр яла платник эртелĕпе пуян çын патне сарай, мунча тума кÿлĕнтĕм, Маруç юнашар яла, фермер хуçалăхне вырнаçрĕ.
Эпĕ питĕ хытă хуçа патне лекрĕм, ăна "тимĕр пăрçа” тесен те йăнăш пулмасть. Пĕррехинче çакăн арăмĕ кăнтăрлахи апат пĕçерме тытăннă, крыльца умне тухрĕ:
— Çтаппан, çăмарта яшки пĕçерес тетĕп: пĕр çăмартинех ярас-и е çур çăмартине çеç? — ыйтать упăшкинчен.
— Пĕçер пĕр çăмартинченех, пĕтĕм ял халăхĕ тĕлĕнтĕр! — хушрĕ мăшăрĕ.
Çапла çав кун эпир "çăмарта яшки” çирĕмĕр. Хыт кукар пире пĕрмай купăста çитерсе йăлăхтарчĕ: купăста яшки, çĕр улмипе тăварланă купăста, салат...
— Ав епле чаплă ман купăста! — мухтанать хăй.
— Сирĕн купăста лайăх, тутлă. Вăт пирĕн ялта Лябаçь карчăкки пур, ун купăста-тăк купăста! Пĕр кĕркунне вăл кил картине купăста тăварлама касса ларнă, сасартăк çавра çил килсе купăста çулçисене вĕçтерсе пĕлĕте хăпартнă, яла çулçăсемпе хупласа лартнă, — терĕм.
— Суятăн пуль, ун пек купăста пулма пултараймасть, — терĕ хыт каçмак.
— Юнашар ялта Маруç ятлă хĕр пур, вăл пирĕн ялтан, ĕненместĕр пулсан, унран ыйтса пĕлĕр, — терĕм.
Ман пулас арăма чĕнсе килчĕç, ыйтрĕç, тĕлĕнчĕç.
— Купăста çулçисем яла хупланă чухне эпĕ салари чиркÿре пулнă, кайран çав купăста кучанĕнче мунча турĕç, мунчинче эпĕ те çăвăннă, — çапса хуçрĕ çаксене Маруç.
Пĕр кана хуçа пире хăяр çитерсе анратрĕ: рассольник, тăварланă хăяр тата ытти те.
— Вăт ман хăяр епле пысăк, таса, — тет.
— Сирĕн хăяра тиркеме çук, аван, — терĕм. — Пирĕн ялта Марине аппан çапла хăяр ÿснĕ, çав хăяр çине пушмак пăру малти пĕр урипе кĕрсе кайнă та виççĕн аран туртса кăлартăмăр, — юптаратăп çаксене.
— Çук, ун пек хăяр пулма пултараймасть, суятăн, ĕненмест кил хуçи.
— Чĕнсе килсе ыйтăр леш Маруçран, вăл суйма памасть, — тыттаратăп кулака.
Ман савнине каллех чĕнсе килчĕç, тĕпчерĕç.
— Пăру хăяр ăшне кĕрсе кайнине эпĕ курман, илтнĕ çеç, анчах кайран çав хăяр ăшĕнче общежити турĕç, унта пилĕк учительница пурăнчĕç, — манран та ирттерсе лартрĕ ман тусăм.
Ĕçлерĕмĕр, укçа турăмăр, туй кĕрлерĕ 3 кун, унтанпа 54 çул иртрĕ. Арăмпа шăкăл-шăкăл калаçса пурăнатпăр, 4 ача пăхса çитĕнтертĕмĕр. Суйма та пĕлес пулать!
Категори: Геннадий Сергеев | Кам хушнă: mixaj_58 (01.04.2011) | Автор: Геннадий Сергеев
Миçе çын вуланă: 424 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz