Вырсарникун, 12.01.2025, 05:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 296-300
Страницăсем: « 1 2 ... 58 59 60 61 62 ... 107 108 »

    2050 çулхи чÿк уйăхĕ. Трак ялĕнче Мускаври 1555-мĕш номерлĕ гимназин филиалне уçнă. Эпĕ çак филиалăн 7 «ă» класĕнче вĕренетĕп. Филиала уçма Раççей Президенчĕ те килсе çитнĕччĕ. Вăл пире çĕнĕ вĕренÿ системи çине куçнă ятпа саламларĕ. Ăна вăл тĕнчери мĕн пур ĕç-пуç глобализациленнипе, çĕр-шывсем хушшинчи чикĕсем пăрахăçланнипе, ют çĕр-шыва кайса килме паспорт е укçа-тенкĕ пачах та кирлĕ маррипе çыхăнтарчĕ.
    Çĕнĕ вĕренÿ системи «Виртуаллă пĕлÿ тĕнчи» ятлă. Унпа килĕшÿллĕн эпир кунне виçĕ академиллĕ сехет вĕренетпĕр, тăхтавсем çур сехете тăсăлаççĕ. Каникул тапхăрĕ иккĕ: пĕри – хĕлле, тепре – çулла. Вĕсем виçшер уйăх тăсăлаççĕ. Кашни эрнере икĕ сехет виртуаллă экскурсине кайса килетпĕр. Каникулта вара – ют çĕр-шывра канатпăр. Ку пĕтĕмпех вĕренÿ программине кĕрет.
     Акă, иртнĕ эрнере эпир Авалхи Египет кун-çулне истори урокĕнче вĕрентĕмĕр. Çак темăна тĕплĕнрех тишкерме пирĕн шкулăн виртуаллă хатĕрсен ангарне куçма тиврĕ. Кунта пĕтĕмпех çĕнĕ технологиллĕ аппаратсемпе приборсем лартса тултарнă: тĕнче анлăшĕнче вĕçмелли виртокарап, ют çĕр-шывсене çитмелли виртосамолет, кÿршĕ республикăсене вĕçсе çитмелли виртовертолет, юнашар районсене çитмелли виртомобиль пур. Шывра ишмелли виртогидролет та пур, ун хăвăртлăхĕ те, ытти аппаратсен хăвартлăхĕ пекех, çутă хăвăртлăхĕпе танлашать. Ют галактикăсене çитмешкĕн вирторакетăсем те пур кунта. Вĕсем электронлă топливăпа ĕçлеççĕ.
- Египетри Хеопс пирамидине çитсе кĕрсе тухар-и паян? – терĕ пире истори вĕрентекен Любовь Юрьевна Илларионова. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр. Виртосамолет хăвăрт тапранчĕ. Карап виртотехникĕ (вăл карапа çула хатĕрленĕ ĕнтĕ) пире телейлĕ çул сунчĕ. Виртосамолет командирĕ – Любовь Юрьевна. (Карапа тытса пыма йывăр мар – ăна малтанах программăласа хураççĕ.) Маршрута электронлă планшет çине сăнланă карттăна пăхса пÿрнепе тĕллесе ертсе пымалла çеç иккен.
     Пилĕк самант иртрĕ-ши – эпир Египетра, ултă миллион тонна таякан 138 метр ытла çÿллĕш Хеопс пирамиди умĕнче.  Пире Хеопс тарçисем кĕтсе илчĕç. Вĕсем пире пуç тайса сума сурĕç, малалла иртме сĕнчĕç. Эпир Фараон палатине кĕтĕмĕр. Коридорпа пынă чух çан-çурăма сивĕ хум пырса çапрĕ, çÿç вирелле тăчĕ (кунта пиншер çул каялла пытарнă фараонсен чунĕсем пур-çке!), анчах Хеопс тарçисен лампа çути пурри чуна лăплантарчĕ. Сарлака пÿлĕме кĕтĕмĕр. Кунта хаклă йышши кавир сарнă чул трон çинче Хеопс хăй ларать, унпа юнашар – пирамидăн архитекторĕ, фараонăн визирĕ тата племянникĕ Хемиун. Вĕсем пире пирамидăн шалти тытăмĕпе паллаштарчĕç. Ку пирамида çут тĕнчен çичĕ тĕлĕнтермĕшĕсенчен пĕри иккен. Хеопспа Хемиун пире пĕр вăрттăнлăх та каласа пачĕç: ку пирамидăна египтянсем ют галактикăри цивилизацисемпе çыхăну  тытмалли виртостанци тесе тунă иккен. Космос çыхăнăвĕн антенни, пĕр сăмахпа каласан. Чаплă ăсчахсем пире чăвашсене çакăн йышши телестанци туса пама кăмăл пуррине пĕлтерчĕç. Эх, епле аван пулĕччĕ! Вара пирĕн Чăваш Ене пур енчен те тĕнчен саккăрмĕш тĕлĕнтермĕшне курма виртоэкскурсантсем килĕччĕç. Пирĕн çĕр-шыв çинчен ытти çĕрте тата нумай пĕлĕччĕç, Чăваш Ен сумĕпе чапĕ тĕнчене саланĕччĕ. Ют галактикăсемпе çыхăну татмалли çулсем те уçăлĕччĕç. Çакăн пек ырă та чаплă шухăшсемпе таврăнтăмăр эпир Авалхи Египетран.
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 347 | Author: Аркадьева Кристина Владимировна | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 23.10.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Килсе ÿкмен çавра çилпе. 
Ÿстернĕ çын ăна лартса. 
Çтаппан йăмри! Çак клемепе 
Ларать вăл эп астăвасса. 

Юратнă çын çак уй-хире, —
Йăмри ун мăн çул хĕрринче. 
Пĕлет кашни: çут тĕнчере
Çтаппан чăваш пурăннине.

Çĕре кĕрсе леш тĕнчене
Каятпăр — ятлĕç пымасассăн. 
"Мĕскер хăвартăн çĕр çине?” — 
Тесе ыйтаççĕ тет пырсассăн.

Ун пек пулсан, эппин унта 
Мана хăвармĕç-ха ыйтмасăр. 
"Ял-йыш валли поэт ята 
Хăвартăм”, — тейĕп вăтанмасăр.

Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 318 | Author: Николай Дмитриев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.10.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

— Юркка, атя кăмпана, — куç хĕсрĕ кÿршĕ хĕрарăмĕ. — Ĕнер эпĕ самаях майлаштарнă. 
Майлаштарнине ĕнтĕ кăмпа ытларах татнипе ăнлантарать Суюк. Мăшăрĕнчен уйрăлнă та пĕр-пĕчченех пурăнать. Кăмпа тесен каçсах каять вара. Акă, ĕнер Ухванеçпе кайнă та коммуна текен вырăна... Миххипех çĕклесе килнĕ уплюнкка. 
— Пыратăн-и? Мĕн мăшлатса, турткалашса тăратăн, — подăезд умĕнче пирус паклаттаракан арçынна куç хĕсрĕ сарă хĕрарăм. — Пуçтарăн, кайрăмăр... 
Çумăр çине-çинех шăпăртатрĕ кăçал. Кăмпашăн чун уççи ĕнтĕ. Ăçта нÿрĕк, çавăнта шăкăринех кăмпасем шăтса тухнă. Юманлăхра, паллах, уплюнккасем... Тункатасем çинчен халь çĕр çине куçнă. 
Пĕчĕкрех шăмшаклă кăмпаçă суймасть иккен. Вăл малтанхи кун çÿренĕ лаптăкра кăмпине хăть çавапа çул. Туххăмрах пĕрер витре тултарчĕç арçынпа хĕрарăм. 
— Атя кăштах ларса канар, — Юрккана çепĕç аллисемпе хул пуççинчен сĕртĕнчĕ Суюк. — Çамрăклăха аса илер...
— Аса илер... — çири халатне юман тункати çине сарчĕ Юркка. — Пире халь никамах та чăрмантарас çук. 
Меллĕн, çума-çумăн вырнаçрĕç иккĕш. Вĕсен туслă калаçăвне çулçисем тĕллĕн-тĕллĕн саралнă юмансемпе ăвăссем çеç хăлхана чикрĕç темелле. Çамрăклăха таврăнчĕç... 
— Эпир пĕрле пĕр класрах вĕреннĕ вĕт. Юнашар ларнă. Ах, çав типшĕм пит-куçлă Кулюка, — тарăннăн сывларĕ Суюк. — Сирĕн яла виçĕ çухрăмри шкула çÿренĕ. 
— Халь тин ахлатнипех çавăраймăн пурнăçа. Хăвах айăплă... Качча тухмалла марччĕ, — куç айĕн шăтарасла пăхрĕ ĕлĕкхи савнине Юркка. — Кÿршĕ ялтан пирĕн яла килтĕн... 
Пĕр çур сехет ытла пуль шухăшсен хумне путрĕç вĕсем. Иртнине каялла тавăраймăн ĕнтĕ... 
— Юркка, давай тепрер витре çавăрса хурар, — хĕвĕнчен икĕ михĕ кăларчĕ Суюк. — Пĕри сан валли, паллах...
— Ман валли... Ман валли, — хĕпĕртенипе пĕр вырăнта çăмăллăн тапăртатрĕ Юркка. — Мĕнле хĕпĕртерĕм... 
Каç пулттипе арçынпа хĕрарăм умлăн-хыçлăн кашниех çуршар михĕпе те витрепе вăрмантан тухрĕç. Самаях пусать çав хул пуççине чĕрĕ кăмпа... Иккĕшĕ те лачкам тарланă, тар çан-çурăма та тапса тухнă. 
Тепĕр кун та иккĕшĕ кăмпана васкарĕç. Ара, Юрккан арăмĕ ялта, чăрмантаракан çук. Суюкăн та вăрмана утма алăк уçă.
Георгий Тусли пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 370 | Author: Георгий Тусли | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 05.10.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Космоса вăл Виççĕмĕш çĕкленчĕ -
Чăваш ячĕ кайрĕ ян та ян!..
Унтанпа çĕр-шывăмăр çĕнелчĕ -
Пирĕнпе пĕрлех эс, Андриян!

Пурăннă чухне килсех çÿретчĕ -
Тăванла кĕтеттĕмĕр ялан...
Ырă ĕçсемпе тĕрев кÿретчĕ -
Пирĕнпе пĕрлех эс, Андриян!

Вăл вилсен - чуна йăлт хурлăх тулчĕ,
Шутласассăн - тĕлĕнсе каян...
Чапĕ те мухтавĕ ĕмĕр юлчĕ -
Пирĕнпе пĕрлех пек Андриян!

Паттăра нихçан манмасть патшалăх,
Халăх та асра тытать паян...
Пĕрлехи вăйпа халь лартрĕç палăк -
Пирĕнпе пĕрлех эс, Андриян!
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 313 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 07.09.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çĕнĕ çула темиçе хут та пĕр пекех кĕтсе пычĕ Куçма Иванч. Киввисене те çавнашкалах ăсатса ячĕ. 
Диван çинче телевизор курса лараканскер, сиксе тăрса, яшт тÿрленсе тăчĕ. Трюмо патне пырса хăй çине пăхрĕ. "Ватăлса пыни сисĕнет çав", — терĕ сасăпах. Çавăнтах тата: "Тем мар-çке", — хушса хучĕ. 
Шифоньертан илсе таса кĕпе, хура костюм тăхăнчĕ. "Хăнана кайма хатĕрленнĕ", — теме те пулать ăна. Хĕллехи пальто кĕсйине çур литр çуттине чикрĕ. Каракуль çĕлĕкне пусса лартса урама тухрĕ. 
Ялтан тухса каймарĕ вăл. Уй хапхи çумĕнче пурăнакан Хĕветÿç патне кĕчĕ. 
Хĕветÿç Куçма Иванчпа пĕр вăхăтрискерех. Качча каймасăр пĕр ача çуратрĕ те… Пĕлтĕр ывăлĕ ачи-пăчи мĕнĕпех курма килсе кайнă терĕç-ха. 
Унччен пырса çÿремен Куçма Иванч кĕтмен çĕртен килсе кĕни Хĕветÿçе тĕлĕнтерчĕ. 
— Хулана кайма тухрăн-им? — интересленчĕ вăл. 
— Хули мĕнĕ… — хуравларĕ Куçма Иванч. — Пысăк уяв манăн паян. 
— Мĕн уявĕ-ши тата? 
— Юратса пăрахрăм эпĕ сана, Хĕветÿç. 
— Уй, ват супнă! 
Хулпуççи çине мамăк тутăр уртнă, çÿçĕ тĕл-тĕл кăвакарнă, тулли мар вăтам пÿ-силлĕ, "юратса пăрахрăм эп сана" тенине тахçантанпа кĕтсе тунсăхланă хĕрарăм çакна сăмахпа ăнлантарма çук темле ăшă туйăмпа каласа хучĕ. 
Куçма Иванч кушăрханă аллипе ăна пилĕкĕнчен тытрĕ. Ку çат! çапрĕ. 
Куçма Иванч нимле мар пулса кайрĕ. Çĕлĕкне пырса тытрĕ. 
— Кайрăн та-им? — тăруках ыйтрĕ Хĕветÿç. 
Вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç. Тутисенче ăшă кулă палăрчĕ.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 360 | Author: Николай Дмитриев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 23.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz