Шăматкун, 11.01.2025, 15:43
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ача-пăча пултарулăхĕ

Асамлă тетрадь
Пĕррехинче Женя шкулалла утнă май пĕве пуçĕнче тетрадь тупрĕ. Унăн хуплашки çине çапла çырнă: «Тусăм, çак тетраде уç та хăвăн чи кирлĕ икĕ ĕмĕтне çырса хур. Вара вĕсем çийĕнчех пурнăçланĕç». Женя аса илме пуçларĕ: «Ĕнер юлташсемпе тĕттĕм пуличченех урамра вылярăмăр. Çавăнпа та уроксене тĕплĕн хатĕрленеймерĕм». Вăл нумай шутласа тăмасăрах пĕрремĕш ĕмĕтне çырса хучĕ: «Паян кашни урокрах «5»  паллă илесчĕ». Çак ĕмĕт-шухăшпа шкулалла кĕрсе кайрĕ.
Акă пĕрремĕш урок – математика. Учитель Женьăна доска умне задача шутлама чĕнсе кăларчĕ. Женя задачăна хăвăрт та тĕрĕс шутларĕ. «Пиллĕк» паллă илчĕ.
Иккĕмĕш урокра сăвă пăхмасăр каламалла пулчĕ. Женя сăвва вĕренмелли çинчен пачах та манса кайнă. Доска умĕнче вăл сăвва тикĕс, пĕр такăнмасăр каласа пачĕ. «Аван! Ку тетрадь пулăшать иккен», - шутларĕ Женя. Çапла вара арçын ача кашни урокра «5» паллă илчĕ.
Тепĕр ĕмĕтне килте амăшĕпе пĕрле çырма шутларĕ. Амăшĕ ĕçрен килсен вăл ăна асамлă тетрадь çинчен каласа пачĕ. Амăшĕ Женьăна: «Пирĕн кукамай чирлĕ, сыватсан лайăхчĕ», - терĕ. Вара Женя иккĕмĕш ĕмĕтне кукамай часрах сывалтăрччĕ тесе çырчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ – Женьăн кукамăшĕ хăйне аван туйма пуçларĕ. Арçын ача питĕ савăнчĕ. Женя тетраде сунтăха хучĕ те çывăрма выртрĕ, вара ирчченех тĕлĕкпе айкашрĕ вăл.
Акă Женя пĕве хĕррине пулă тытма кайрĕ пек. Вăлтине шыва ячĕ те пулă кĕрессе сăнаса ларать. Сасартăк вăлта туртăнса илнĕ пек туйăнчĕ. Чалт! туртрĕ çÿлелле. Пысăк йăлтăркка пулă туртса та кăларчĕ. Савăнсах кайрĕ ача. Пулла вăлта йĕппинчен вĕçертме тытăнчĕ çеç – çепĕç те илемлĕ сасса илтех кайрĕ. Тин çеç туртса кăларнă пулă калаçать иккен. Ак тамаша! Халиччен пулă тытма нумай çÿренĕ Женя, пуллине те аванах тытса таврăннă киле… Анчах та кун пек калаçакан пулă тытса курманччĕ-ха. «Женя, эсĕ паян çăмăллăнах «5» паллăсем илтĕн, кукамуна та хăвăртах сыватрăн. Маттур эсĕ. Пĕве пуçĕнче выртакан тетраде шкула каякан ачасем пурте курчĕç, анчах пĕри те илмерĕç. Эсĕ – илтĕн. Эпĕ ăна ятарласа пĕве хĕррине кăларса хутăм. Пур япалана та çăмăллăн тума хăнăхсан хăвнах йывăр пулĕ. Тетрадь çине мар, хăвăн çине шанмалла. Ăслă пул, ĕçчен пул, тăрăшуллă пул. Ман ырă сăмахсене ан ман».
Ирхине Женя вăранса каять те тÿрех сунтăха пăхать.  Асамлă тетрадь çук! Телей пĕр куна кăна пычĕ иккен. Вăт сана ылтăн пулă!
 
Григорьев Станислав, 8 класс, Красноармейски шкулĕ. Ертÿçи – Михайлов Виталий Михайлович вĕрентекен
Категори: Ача-пăча пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (28.10.2011) | Автор: Станислав Григорьев
Миçе çын вуланă: 307 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz